|
| 1 |
|
| Иов ҫапла хуравласа каланӑ: |
|
| 2 |
|
| эпӗ халӗ те ӳпкелешсе калаҫатӑп: асапӑм хам йынӑшнинчен те йывӑртарах. |
|
| 3 |
|
| Ах, эпӗ Ӑна ӑҫта тупмаллине пӗлейсенччӗ, Унӑн аслӑ пуканӗ умне пырса тӑрайсанччӗ! |
|
| 4 |
|
| Унӑн умӗнче тавӑҫӑм ҫинчен каласа панӑ пулӑттӑм, тӳрре тухмалли сӑмахӑм туллиех тупӑнӗччӗ манӑн; |
|
| 5 |
|
| Вӑл мана мӗнле хуравланине пӗлӗттӗм, Вӑл мӗн каланине ӑнласа илӗттӗм. |
|
| 6 |
|
| Вӑл манпала мӗнпур хӑвачӗпе тупӑшнӑ пулӗччӗ-ши? Ҫук, апла пулмӗ! Вӑл мана асӑрхаса илинччӗ ҫеҫ. |
|
| 7 |
|
| Ун чухне тӳрӗ ҫын Унпа тупӑшма та пултарӗччӗ — эпӗ вара хамӑн Тӳререн яланлӑхах ирӗк илӗттӗм. |
|
| 8 |
|
| Анчах акӑ эпӗ малалла каятӑп — Вӑл ҫук, каялла ҫаврӑнатӑп — тупаймастӑп Ӑна; |
|
| 9 |
|
| сулахай енче мӗн те пулин тӑвать-ши Вӑл — эпӗ курмастӑп; сылтӑмра пытанса тӑрать-ши — асӑрхамастӑп. |
|
| 10 |
|
| Анчах Вӑл ман ҫула пӗлсе тӑрать; сӑнаса пӑхтӑрччӗ мана — эпӗ ылтӑн пек тухӑп. |
|
| 11 |
|
| Манӑн ура Унӑн йӗрӗпе ҫирӗп пырать; эпӗ Унӑн ҫулне асран яман, ҫулран сулӑнман. |
|
| 12 |
|
| Унӑн ӳкӗчӗсенчен пӑрӑнман; Унӑн сӑмахне хамӑн йӑла-йӗркерен мала хурса тытса пынӑ. |
|
| 13 |
|
| Вӑл ҫирӗп тӑрать; Ӑна кам урӑхла тутарайтӑр? Кӑмӑлӗ мӗн ыйтать, Вӑл ҫавна тӑвать. |
|
| 14 |
|
| Ҫапла, Вӑл мана мӗн пӳрнине тумасӑр хӑвармӗ, ун евӗрли нумай Унӑн. |
|
| 15 |
|
| Ҫавӑнпа эпӗ Унӑн умӗнче чӗтӗресе тӑратӑп; шухӑшлатӑп та — Унран сехӗрленетӗп. |
|
| 16 |
|
| Турӑ манӑн чӗреме хавшатса хӑварчӗ, Пурне те Тытса Тӑракан мана хӑратса ӳкерчӗ. |
|
| 17 |
|
| Мӗншӗн мана ҫак сӗмлӗхрен маларах пӗтермен-ши, мӗншӗн Вӑл ҫак сӗмлӗхе ман куҫӑмран пытармарӗ-ши? |
|
|
: |
| 1 | | 2 | | 3 | | 4 | | 5 | | 6 | | 7 | | 8 | | 9 | | 10 | | 11 | | 12 | | 13 | | 14 | | 15 | | 16 | | 17 | 1
1
1 |
|
|---|
|
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/job/023.mp3
42
23