БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Пурне те Тытса Тӑракан мӗншӗн вӑхӑтне палӑртса хуман-ши? Ӑна пӗлекенсем те Унӑн кунӗсене курмаҫҫӗ! |
| 2 |
| Хир чиккисене куҫараҫҫӗ, выльӑх кӗтӗвӗсене хӑваласа каяҫҫӗ те хӑйсем патӗнче кӗтеҫҫӗ; |
| 3 |
| тӑлӑх-туратӑн ашакне илсе тухаҫҫӗ, тӑлӑх арӑмӑн вӑкӑрне саклата илеҫҫӗ; |
| 4 |
| кӗлмӗҫсене ҫул ҫинчен тӗртсе яраҫҫӗ, ҫӗр ҫинче мӗскӗне юлнисен пурин те пытанса пурӑнма тивет. |
| 5 |
| Акӑ вӗсем, пушхир ашакӗсем пек, тупӑш шыраса, ир-ирех хӑйсен ӗҫне тума тухаҫҫӗ; ҫеҫенхир вӗсем валли, вӗсенӗн ачи-пӑчи валли ҫӑкӑр парать; |
| 6 |
| вӗсем ют уйра тырӑ выраҫҫӗ, йӗркесӗр ҫын пахчинче иҫӗм ҫырли пуҫтараҫҫӗ; |
| 7 |
| ҫарамасскерсем ним витӗнмесӗр, пӗр тумтирсӗр сивӗ ҫӗрте ҫӗр каҫаҫҫӗ; |
| 8 |
| тусем хушшинче ҫумӑрпа исленеҫҫӗ, хӳтӗлӗх тупаймасӑр чул хысакӗ ҫумне тӗршӗнеҫҫӗ; |
| 9 |
| тӑлӑх арӑмран ӗмӗртекен ачине туртса илеҫҫӗ, кӗлмӗҫрен парӑмӗ вырӑнне ачине илсе каяҫҫӗ; |
| 10 |
| тумтирсӗр хӑварса ҫарамас ҫӳретеҫҫӗ, выҫӑхса ҫитнисене пучах ҫитереҫҫӗ; |
| 11 |
| вӗсем ҫу йывӑҫҫисем хушшинче ҫу ҫапаҫҫӗ, юхтаркӑчра иҫӗм ҫырли таптаҫҫӗ, хӑйсем ӑш хыпнипе аптӑраҫҫӗ. |
| 12 |
| Хулара йынӑшни илтӗнсе тӑрать, ҫын аллинчен вилекенӗн чунӗ кӑшкӑрса макӑрать — Турӑ вара ҫакна чармасть. |
| 13 |
| Вӗсем хушшинче ҫутта курайманнисем пур, ҫавсем ҫутӑ ҫулне пӗлмеҫҫӗ, унӑн ҫулӗпе ҫӳремеҫҫӗ. |
| 14 |
| Ҫын вӗлерекен тул ҫутӑличченех вӑранать, мӗскӗне, кӗлмӗҫе вӗлерет, ҫӗрле вара вӑрӑ туса ҫӳрет. |
| 15 |
| Аскӑн ҫыннӑн куҫӗ те каҫ пуласса кӗтсе тӑрать: «мана никам та курас ҫук» тесе питне хуплать. |
| 16 |
| Кӑнтӑрла сӑнаса хураҫҫӗ те тӗттӗмленсессӗн ҫуртсене аялтан алтса кӗреҫҫӗ; вӗсем ҫутта пӗлмеҫҫӗ. |
| 17 |
| Ирхи ҫутӑ вӗсемшӗн — вилӗм ӗмӗлкипе пӗрех: вилӗм ӗмӗлкинчен сехӗрленсе курнӑ вӗсем. |
| 18 |
| Вӗсем шыв ҫийӗнче тытӑнса тӑраймӗҫ, вӗсен ҫӗр ҫинчи пайӗ ылханлӑ, вӗсен иҫӗм пахчийӗ енне каякан ҫул пуш-пушӑ. |
| 19 |
| Типӗ те шӑрӑх ҫанталӑк юр шывне ҫӑтнӑ пек, ҫылӑхлӑ ҫынсене тамӑк ҫӑтса ярать. |
| 20 |
| Ӑна амӑшӗн варӗ те манса кайтӑр; хурт-кӑпшанкӑ ҫисе килентӗр ӑна; унӑн ячӗ те ан юлтӑр; йӗркесӗр ҫын йывӑҫ хуҫӑлнӑ пек хуҫӑлса антӑр, |
| 21 |
| вӑл ача-пӑча курман арӑма та хӗсӗрлет, тӑлӑх арӑма та усал кӑтартать. |
| 22 |
| Турӑ Хӑйӗн вӑйӗпе вӑйлисене те аркатать; ҫывӑрса тӑраҫҫӗ те вӗсем — хӑйсем чӗрӗ юласси-юлмассине те пӗлмеҫҫӗ. |
| 23 |
| Турӑ вӗсене лӑпкӑн, тӑнӑҫлӑн пурӑнма май парать, анчах вӗсен ҫулӗсене курсах тӑрать. |
| 24 |
| Вӗсем питӗ ҫӳле ҫӗкленчӗҫ те — акӑ вӗсем ҫук та: ыттисем пекех ӳкеҫҫӗ те вилеҫҫӗ, пучах тӑрри касӑлнӑ пек касӑлаҫҫӗ. |
| 25 |
| Ун пек мар-и? Кам мана суяпа тытӗ? кам манӑн сӑмахӑма пӑрахӑҫ тӑвӗ? |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/job/024.mp3
42
24