БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Иов ҫапла хуравласа каланӑ: |
| 2 |
| халсӑр ҫынна еплерех пулӑшрӑн ӗнтӗ, хевтесӗр алла тӗревлерӗн ӗнтӗ! |
| 3 |
| Мӗн тери ӑслӑ канаш патӑн айвана, ӗҫе епле тӗпӗ-йӗрӗпе каласа ӑнлантартӑн! |
| 4 |
| Ку сӑмахсене эсӗ кама каларӑн, кам хӑвачӗпе калаҫрӑн? |
| 5 |
| Рефаимсемпе шывра пурӑнакансем шыв тӗпӗнче чӗтресе тӑраҫҫӗ. |
| 6 |
| Турӑ умӗнче ҫӗр тӗпӗ те уҫӑ тӑрать, Аваддон та хупӑ мар. |
| 7 |
| Турӑ пушӑ тӗле ҫурҫӗр тӳпине карса хунӑ, нимӗн ҫук вырӑна ҫӗр ҫакса янӑ. |
| 8 |
| Вӑл Хӑйӗн пӗлӗчӗсенче шыв тытса тӑрать, пӗлӗтсем пурпӗр ишӗлсе анмаҫҫӗ. |
| 9 |
| Унта Вӑл Хӑйӗн аслӑ пуканне лартнӑ, ун тӗлне пӗлӗт карнӑ. |
| 10 |
| Шыв ҫийӗн, ҫутӑпа сӗмлӗхе уйӑрса, Вӑл чикӗ палӑртса хунӑ. |
| 11 |
| Ун аслатийӗ авӑтса ярсассӑн, тӳпе юписем чӗтресе тӑраҫҫӗ. |
| 12 |
| Вӑл Хӑйӗн хӑвачӗпе тинӗсе хумхантарать, Хӑйӗн ӑсӗпе Рахаба аркатать. |
| 13 |
| Вӑл вӗрнипе тӳпе уҫӑлать, Унӑн алли явкаланакан ҫӗлене тӗп тӑвать. |
| 14 |
| Ку — Унӑн ӗҫӗн пӗчӗк пайӗ ҫеҫ-ха! Эпир Ун ҫинчен питӗ сахал пӗлетпӗр, Ун хӑвачӗн кӗрлевне кам ӑнкарса илейӗ? |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/job/026.mp3
42
26