×

БИБЛИ 2009

Иов 27

1
Иов хӑйӗн ҫӗкленӳллӗ сӑмахне малалла каланӑ:
2
мана сутсӑрах асаплантаракан Турӑ, Пурне та Тытса Тӑраканӗ, чунӑма хӗн кӑтартаканӗ, чӗрӗ!
3
Сывлан сывлӑшӑм хам ӑшӑмра чухне, сӑмсара Турӑ сывлӑшӗ пур чухне
4
манӑн чӗлхем тӗрӗс маррине калас ҫук, ҫӑварӑмран суя сӑмах тухас ҫук.
5
Эпӗ сирӗнпе ниепле те килӗшейместӗп; мӗн виличченех хама айӑпсӑр тесе шухӑшлатӑп.
6
Эпӗ хамӑн тӳрӗлӗхӗме ҫирӗп тытса тӑтӑм, ӑна вӗҫертессӗм ҫук; чӗрем мана ӗмӗрӗм тӑршшӗнче те ӳпкелемӗ.
7
Манӑн тӑшман — ҫылӑхлӑ ҫын, мана хирӗҫ тӑракан йӗркесӗр ҫын шутлантӑр.
8
Чунне Турӑ кӑларса илсессӗн, икӗ питлӗ ҫыншӑн мӗн шанчӑкӗ юлтӑр?
9
Ҫав ҫынна инкек-синкек ҫитсессӗн, Турӑ вӑл йӗрсе йӑлӑннине илтӗ-и?
10
Пурне те Тытса Тӑракана шанса лӑпланӑҫ тупӗ-и вӑл, кирек хӑҫан та Турра чӗнӗ-и вӑл?
11
Сире Турӑ аллинче мӗн пуррине пӗлтерем; Пурне те Тытса Тӑракан ирӗкӗнче мӗн иккенне пытарса тӑмӑп.
12
Акӑ эсир пурсӑр та хӑвӑрах куртӑр; мӗншӗн-ха ҫапла пуш сӑмах ҫапатӑр?
13
Йӗркесӗр ҫыннӑн Турӑран илес пайӗ, хӗсӗрлевҫӗсен Пурне те Тытса Тӑраканран илес еткерӗ ҫакӑ.
14
Унӑн ывӑлӗсем, ӗрчес пулсассӑн та, хӗҫ айне пулӗҫ; унӑн тӑхӑмӗсем тӑраниччен ҫӑкӑр ҫисе кураймӗҫ.
15
Ун хыҫҫӑн юлакансене вилӗм ҫӗр айне тӑвӗ, вӗсемшӗн тӑлӑх арӑмӗсем те хӳхлемӗҫ.
16
Купипе пухнӑ кӗмӗлӗ уншӑн тусан пек пулӗ, янтӑланӑ тумтирӗ пылчӑк пек пулӗ,
17
мӗн янтӑласа хунине тӳрӗ ҫын тӑхӑнса ҫӳрӗ, кӗмӗлӗ вара айӑпсӑр ҫынна тивӗ.
18
Вӑл лартакан ҫурт-йӗр те — кӗве йӑви анчах, хуралҫӑ туса лартнӑ хӳшӗ анчах;
19
ҫывӑрмашкӑн пуян халлӗн выртӗ — тӑрасса урӑхла тӑрӗ; куҫне уҫса пӑхӗ те — вӑл урӑх ҫын иккен.
20
Шыв ҫавӑрса илнӗ пек, ӑна тискер сехмет ҫитсе ҫапӗ; ҫӗр варринче ӑна ҫил-тӑвӑл ҫаклатӗ.
21
Ӑна тухӑҫ ҫилӗ ҫавӑрттарса-вӗҫтерсе кайӗ, тарӗ вӑл, мӗнпур вӑйран чупӗ;
22
тем пекех тарса хӑтӑлас тесессӗн те, ҫилӗ вирлӗн тапӑнӗ ӑна, хӗрхенсе тӑмӗ.
23
Унран ӗнтӗ пӗҫҫе ҫапса тӗлӗнӗҫ, ун хыҫӗнчен пӑхса шӑхӑрса юлӗҫ!
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки