|
| 1 |
|
| Ҫавӑн хыҫҫӑн вара Иов, ҫӑвар уҫса, хӑйӗн ҫуралнӑ кунне ылханнӑ. |
|
| 2 |
|
| Ылханма пуҫласа Иов ҫапла каланӑ: |
|
| 3 |
|
| эпӗ ҫуралнӑ кун тӗп пултӑр, «этем тӗвӗленчӗ» тенӗ каҫ та тӗп пултӑр! |
|
| 4 |
|
| Ҫав куна сӗмлӗх хуплатӑр; ҫӳлти Турӑ ӑна ҫав халлӗнех хӑвартӑр, ӑна ҫутӑ ан ҫутаттӑр! |
|
| 5 |
|
| Ӑна сӗм-сӗмлӗхпе вилӗм ӗмӗлки хупӑрлатӑр, ӑна хура пӗлӗт карса илтӗр, ӗнтсе яракан шӑрӑхран хӑранӑ пек сехӗрленччӗр унран! |
|
| 6 |
|
| Ҫав каҫ — ӗнтӗ сӗмлӗхпех пӑчлантӑр, ҫулталӑк кунӗсен йышне те ан кӗрейтӗр, уйӑхсен йышӗнче те ан шутлантӑр! |
|
| 7 |
|
| Ах! ҫав каҫ — вӑл пӗр ҫынсӑр юлтӑр; савӑнӑҫ ан курайтӑр! |
|
| 8 |
|
| Кун ҫутине ылханакансем, левиафана вӑратма пултаракансем, ылханччӑр ӑна! |
|
| 9 |
|
| Манӑн анне варӗн алӑкне хупманшӑн, ҫак хурлӑха манӑн куҫ умӗнчен сирменшӗн шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗсем сӳнсе ларччӑр, ҫутӑ кӗттӗр ҫав каҫ — ҫути ан килтӗр. |
|
| 10 |
|
|
|
| 11 |
|
| Аннем ӑшӗнчен тухнӑ чухне эпӗ мӗншӗн вилмен-ши, аннем варӗнчен тухсанах ма вилсе выртман-ши? |
|
| 12 |
|
| Мӗншӗн мана чӗрҫи ҫине илнӗ-ши? мӗншӗн манӑн кӑкӑр ӗммелле пулнӑ-ши? |
|
| 13 |
|
| Халӗ эпӗ ҫӗр айӗнче выртнӑ пулӑттӑм; канлӗн ҫывӑрнӑ пулӑттӑм, |
|
| 14 |
|
| пушхирсене хӑйсем валли хула лартса тултарнӑ патшасемпе, вӗсене канаш парса тӑнӑ ҫынсемпе |
|
| 15 |
|
| е килӗ-ҫурчӗ тулли ылтӑн-кӗмӗл тултарнӑ улпутсемпе пӗрле выртма мана канӑҫлӑ пулатчӗ; |
|
| 16 |
|
| е, вӑхӑтсӑр ҫуратса пытарнӑ ача пек, кун ҫути курман ача пек, эпӗ пулман та, пурӑнман та пулӑттӑм. |
|
| 17 |
|
| Унта йӗркесӗр ҫынсем хӑратма пӑрахаҫҫӗ, унта халсӑрланнисем канаҫҫӗ. |
|
| 18 |
|
| Тӗрмере ларнисем пӗрле канӑҫ курса савӑнаҫҫӗ, хӑйсенӗн хуралҫи кӑшкӑрашнине те илтмеҫҫӗ. |
|
| 19 |
|
| Кӗҫӗнни, асли — унта пурте пӗр тан, чура та хӑйӗн хуҫинчен ирӗклӗ. |
|
| 20 |
|
| Асап куракана мӗншӗн ҫутӑ кун панӑ-ши, чунтан хурланакана мӗншӗн пурӑнӑҫ панӑ-ши? |
|
| 21 |
|
| Вӗсем вилӗм кӗтеҫҫӗ — вилӗмӗ ҫук, вӗсем ӑна пытарнӑ мулран та хавасрах чавса кӑларнӑ пулӗччӗҫ, |
|
| 22 |
|
| тупӑк тупрӑмӑр тесе савӑнса ӳкӗччӗҫ, каҫса кайсах хӗпӗртенӗччӗҫ. |
|
| 23 |
|
| Этемӗн ҫулӗ питӗрӗннӗ пулсассӑн, ӑна Турӑ сӗмлӗхпе хупӑрланӑ пулсассӑн, ӑна ҫутӑ мӗн тума кирлӗ? |
|
| 24 |
|
| Ҫиес ҫӑкӑрӑма ассӑн сывламасӑр ҫӑтаймастӑп, чарӑнмасӑр юхакан шыв пек, вӗҫӗмсӗр йынӑшатӑп: |
|
| 25 |
|
| мӗнрен сехӗрленеттӗм — ҫавӑ килсе ҫапрӗ те мана; мӗнрен шикленеттӗм — ҫавӑ килсе тиврӗ те мана. |
|
| 26 |
|
| Маншӑн тӑнӑҫлӑх, канлӗх ҫук, савӑнӑҫ та ҫук: инкек килсе ҫапрӗ. |
|
|
|
|