×

БИБЛИ 2009

Иов 32

1
Иов хӑйне ҫав-ҫавах айӑпсӑр ҫын вырӑнне хунине курсассӑн, хайхи виҫӗ ар унпа тавлашма чарӑннӑ,
2
вара Елиуй — Варахиил ывӑлӗ, Рам йӑхӗнчен тухнӑ Вуз ҫынни — питӗ хытӑ тарӑхса кайнӑ: Иов хӑйне Турӑран та ытла тӳрре кӑларса калаҫнӑшӑн унӑн ҫилли вутла хыпса илнӗ.
3
Вӑл Иовӑн виҫӗ тусне те ҫилленнӗ, мӗншӗн тесессӗн лешӗсем Иова айӑпласа калаҫнӑ чухне ӑна хирӗҫ кирлӗ сӑмах тупса калайман.
4
Иов калаҫнӑ чухне Елиуй пӗр чӗнмесӗр кӗтсе тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн ыттисем унран аслӑрах пулнӑ.
5
Ҫав виҫӗ ар хирӗҫ тавӑрса калайманнине курсассӑн Елиуйӑн ҫилли тулса ҫитнӗ.
6
Вара Елиуй — Варахиил ывӑлӗ, Вуз ҫынни — ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ ҫамрӑк, эсир — ватӑ ҫынсем; ҫавӑнпа сире хамӑн шухӑшӑма пӗлтерме хӑяймарӑм, шиклентӗм.
7
Ӑшӑмра ҫапла шухӑшларӑм: «ватӑлӑх калаҫтӑр, ваттисем пурӑннӑ ҫулсем ӑслӑлӑха вӗрентчӗр» терӗм.
8
Анчах этеме ӑшӗнчи чӗрӗлӗх сывлӑшӗпе Пурне те Тытса Тӑраканӑн Сывлӑшӗ ӑстӑн параҫҫӗ иккен.
9
Вӑрӑм ӗмӗрлисем ҫеҫ ӑсчах мар, чӑнлӑха ваттисем ҫеҫ мар пӗлеҫҫӗ.
10
Ҫавӑнпа ӗнтӗ итлӗр-ха мана, эпӗ те хамӑн шухӑшӑма пӗлтерем теетӗп.
11
Акӑ эпӗ сирӗн сӑмахӑра кӗтсе тӑтӑм, эсир хӑвӑр мӗн калассине шыранӑ хушӑра сирӗн шухӑшӑра тимлерӗм.
12
Сирӗн ҫине тинкерсе пӑхса тӑтӑм, акӑ ӗнтӗ эсир пӗри те Иова тӑрӑ шыв ҫине кӑлараймастӑр, унӑн сӑмахӗсене хирӗҫ тавӑрса калаймастӑр.
13
«Ӑслӑлӑх тупрӑмӑр: ӑна этем мар, Турӑ питлет» тесе ан калӑр.
14
Эхер те вӑл мана каланӑ пулсассӑн, эпӗ сирӗн пек мар, урӑхла сӑмахпа хуравлӑттӑм.
15
Хӑраса ӳкрӗҫ, хирӗҫ калайми пулчӗҫ: калаҫма та чарӑнчӗҫ.
16
Эпӗ темӗн пекех кӗтрӗм — вӗсем калаҫмаҫҫӗ, чарӑнчӗҫ, урӑх хуравламаҫҫӗ,
17
эппин, эпӗ хам енчен калам, хамӑн шухӑшӑма пӗлтерем.
18
Манӑн калас сӑмахӑм туллиех, ӑшчикӗм тӑвӑнса тӑрать.
19
Ӑшӑм-чиккӗм — пӑкӑласа хунӑ такмакри эрех пек: ҫӗнӗ такмак пек ҫурӑлса каясла тӑратӑп.
20
Каламаллине калӑп та — мана ҫӑмӑлрах пулӗ; апла калаҫам эпӗ, тавӑрса калам.
21
Ҫыннине пӑхмӑп, нимӗнле ҫын умӗнче те йӑпӑлтатмӑп:
22
эпӗ йӑпӑлтатма пӗлместӗп: урӑхла пулсассӑн Пултараканӑм мана халех вӗлерсе пӑрахтӑр.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки