×

БИБЛИ 2009

Иов 35

1
Елиуй малалла каланӑ:
2
«эпӗ Турӑран тӳрӗрех» тенӗ сӑмахна эсӗ тӗрӗсех тесе шутлатӑн-и?
3
Эсӗ: «мана тӳрӗ пурӑннинчен мӗн усси?» терӗн, «ҫылӑха кӗменни ҫылӑха кӗнинчен мӗн тӗлӗшпе лайӑхрах вара?» терӗн.
4
Эпӗ сана хӑвна та, санӑн тусусене те хуравласа калатӑп:
5
пуҫна ҫӗклесе тӳпенелле пӑх-ха; пӗлӗтсем ҫине пӑх — вӗсем санран ҫӳлерех.
6
Эсӗ ҫылӑха кӗнипе Турра мӗн тӑвассу пур? усал ӗҫӳсем йышлӑланса пырсассӑн та Турра мӗн кӑтартассу пур?
7
Эсӗ тӳрӗ пулса Ӑна мӗн паратӑн? Вӑл санӑн аллунтан мӗн илет?
8
Санӑн усаллӑху ху пек этемшӗн ҫеҫ, тӳрӗлӗхӳ те этем ывӑлӗшӗн ҫеҫ.
9
Ҫынсем хӗсӗрлекенсем хӗн кӑтартнипе йынӑшаҫҫӗ, вӑйлисен алли асаплантарнипе ахлатаҫҫӗ;
10
анчах никам та ҫапла каламасть: «Турӑ, мана пултарнӑ Турӑ, ӑҫта-ши? ҫӗрле юрӑ паракан,
11
пире ҫӗр ҫинчи выльӑха панинчен ытларах ӑс паракан, тӳпери вӗҫен кайӑка панинчен ытларах тӑн паракан ӑҫта-ши?» темест.
12
Кӑшкӑрсах йӗрсессӗн те усал ҫынсен мӑнаҫлӑхне пула Турӑ вӗсене хуравламӗ.
13
Анчах та Турӑ вӗсене илтмест тени, Пурне те Тытса Тӑракан курмасть тени тӗрӗс мар.
14
Эсӗ: «Ӑна курмастӑп» терӗн пулин те, сана сут тӑвасси Ун аллинче — кӗтсех тӑр.
15
Унӑн ҫилли тӳрех ҫитменнине кура Вӑл усал ӗҫе курмасть тетӗн-им?
16
Иов ҫӑмӑлттайла калаҫать, нимӗн шухӑшламасӑр сӑмах тӑкать.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки