|
| 1 |
|
| Елиуй малалла каланӑ: |
|
| 2 |
|
| кӑштах тӑхта-ха — курӑн акӑ: Турӑ ҫинчен каламалли татах пур-ха манӑн. |
|
| 3 |
|
| Сӑмахӑма инҫетрен пуҫлам, хама Пултараканӑм ҫинчен тивӗҫлине калам: |
|
| 4 |
|
| манӑн сӑмахӑм чӑнах та суя мар: санӑн умра — чӑннине пӗлекен. |
|
| 5 |
|
| Турӑ — хӑватлӑ, Вӑл никамран та йӗрӗнмест, Вӑл ӑслӑлӑхпа хӑватлӑ; |
|
| 6 |
|
| Вӑл ҫылӑхлисен хутне кӗмест, хурлӑх тӳсекенсене тивӗҫлине тавӑрса парать; |
|
| 7 |
|
| Турӑ тӳрӗ ҫынсене тӳртӗн тӑмасть, вӗсене патша вырӑнне лартать, ӗмӗрлӗхе асла кӑларать. |
|
| 8 |
|
| Эхер те вӗсене сӑнчӑрпа сӑнчӑрланӑ пулсассӑн, вӗсене хӗн-хур тӑлли тӑлланӑ пулсассӑн, |
|
| 9 |
|
| Вӑл вӗсене хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсене кӑтартса парать, мӗншӗн тесессӗн ҫав ӗҫсем нумайланнӑ. |
|
| 10 |
|
| Усаллӑхран пӑрӑнччӑр тесе, ӑса кӗртмешкӗн вӗсенӗн хӑлхине уҫать. |
|
| 11 |
|
| Ӑна итлесе Уншӑн ӗҫлесе тӑрсассӑн, пурӑнан кунӗсене ырӑ курса, ӗмӗрне савӑнса ирттерӗҫ; |
|
| 12 |
|
| итлемесессӗн, вӗсене ҫӗмрен хирсе тухӗ, вӗсем хӑйсен ӑссӑрлӑхӗпех пӗтӗҫ. |
|
| 13 |
|
| Анчах икӗ питлӗ ҫынсем чӗринче ҫилӗ тытаҫҫӗ, Турӑ хӑйсене сӑнчӑрласа лартнӑ чухне Ӑна тархасламаҫҫӗ; |
|
| 14 |
|
| ҫавӑнпа вӗсем ҫамрӑклах вилеҫҫӗ, вӗсен ӗмӗрӗ аскӑнчӑксемпе пӗрле пӗтет. |
|
| 15 |
|
| Турӑ мӗскӗне асапран хӑтарать, пусмӑрлӑхра хӑлхине уҫать. |
|
| 16 |
|
| Вӑл сана та хӗсӗклӗхрен ирӗклӗхе кӑларӗччӗ, унта йывӑр пулмӗччӗ, сӗтелӳ тулли апат-ҫимӗҫ пулӗччӗ; |
|
| 17 |
|
| эсӗ ӗнтӗ йӗркесӗр ҫынсене урӑм-сурӑм питлетӗн: питленипе айӑплани юнашарах вӑл. |
|
| 18 |
|
| Асту, сана Турӑ ҫилли ҫитсе ан ҫаптӑр! Сана пысӑк тӳлев ҫӑлса хӑвараймӗ. |
|
| 19 |
|
| Вӑл сан пуянлӑхна хака хурӗ-и? Ҫук, ылтӑнна та, ытти мулна та ним хака та хумӗ. |
|
| 20 |
|
| Халӑхсене хӑйсен вырӑнӗнчех пӗтерес каҫа ан кӗт эсӗ. |
|
| 21 |
|
| Асту, усаллӑх еннелле ан сулӑн — асапсене сана ахаль мар ярса панӑ. |
|
| 22 |
|
| Турӑ Хӑйӗн хӑвачӗпе аслӑ, Ун пек вӗрентекен кам пултӑр? |
|
| 23 |
|
| Ӑна Хӑйӗн ҫулне кам кӑтартӗ, кам Ӑна: «Эсӗ тӗрӗс мар тӑватӑн» теме пултарӗ? |
|
| 24 |
|
| Унӑн этем мухтакан ӗҫӗсене мухтаса аслӑлассине астусах тӑр. |
|
| 25 |
|
| Вӗсене пур ҫын та курма пултарать, этем вӗсене аякранах курса тӗлӗнет. |
|
| 26 |
|
| Ҫапла, Турӑ аслӑ, эпир Ӑна пӗлсе ҫитеес ҫук; Унӑн ҫулӗсен хисепне пӗлеес ҫук. |
|
| 27 |
|
| Вӑл тумламӑн-тумламӑн шыв пухать; пухӑнса ҫитсессӗн шывӗ ҫумӑр пулса ҫӑвать: |
|
| 28 |
|
| пӗлӗтрен тӑкӑнса ҫынсем ҫине ытлӑн-ҫитлӗн ҫӑвать. |
|
| 29 |
|
| Пӗлӗтсем мӗн талккӑш сарӑлса выртнине, Турӑ чатӑрӗ кӗмсӗртетнине кам ӑнкарса илейтӗр? |
|
| 30 |
|
| Акӑ Вӑл ун ҫийӗн Хӑйӗн ҫутине сарать, тинӗс тӗпне ҫитиех ҫутатать. |
|
| 31 |
|
| Ҫавӑнтан Вӑл халӑхсене сут туса тӑрать, ҫавӑнтан тулӑх ҫимӗҫ парать. |
|
| 32 |
|
| Вӑл Хӑй аллинче ҫиҫӗм тытса тӑрать, кама аҫа ҫапмаллине тӗллесе кӑтартать. |
|
| 33 |
|
| Ун ҫинчен аслати сасси пӗлтерет; ӑна выльӑх-чӗрлӗх те туять. |
|
|
: |
| 1 | | 2 | | 3 | | 4 | | 5 | | 6 | | 7 | | 8 | | 9 | | 10 | | 11 | | 12 | | 13 | | 14 | | 15 | | 16 | | 17 | | 18 | | 19 | | 20 | | 21 | | 22 | | 23 | | 24 | | 25 | | 26 | | 27 | | 28 | | 29 | | 30 | | 31 | | 32 | | 33 | 1
1
1 |
|
|---|
|
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/job/036.mp3
42
36