|
| 1 |
|
| Ҫавна пула ӗнтӗ чӗрем сехӗрленет — сиксе тухасла тапӑлтатать. |
|
| 2 |
|
| Итлӗр, итлӗр Унӑн сассине: Унӑн ҫӑварӗнчен тухакан аслати кӗрлевне. |
|
| 3 |
|
| Аслати кӗмсӗртетни пӗтӗм тӳпе айӗпе сарӑлать, тӗнче хӗрринех ҫутатса ҫиҫӗм ҫиҫет. |
|
| 4 |
|
| Ҫиҫӗм хыҫҫӑн аслати авӑтса ярать; ҫапла Турӑ аслӑлӑхӗ кӗрлесе тӑрать. Ҫиҫӗм ҫиҫет. Унӑн сасси ӑна ҫиҫме чармасть. |
|
| 5 |
|
| Турӑ сасси — аслати — тӗлӗнмелле, Вӑл эпир ӑнланса ҫитерейми аслӑ ӗҫсем тӑвать. |
|
| 6 |
|
| Вӑл юра: «ҫӗр ҫине ҫу» тет; йӗпхӳ ҫумӑр та, шавкама ҫумӑр та Унӑн аллинче. |
|
| 7 |
|
| Хӑйӗн ӗҫне пурте пӗлсе тӑччӑр тесе Вӑл кашни ҫын алли ҫине пичет хурать. |
|
| 8 |
|
| Ун чухне тискер кайӑк хӑй хӳтлӗхне пытанать, йӑвинчен тухмасӑр выртать. |
|
| 9 |
|
| Кӑнтӑр енчен ҫил-тӑвӑл килет, ҫурҫӗр енчен сивӗ ҫитет. |
|
| 10 |
|
| Турӑ вӗрнипе пӑр пулать, шыв ҫиелтен шӑнса ларать. |
|
| 11 |
|
| Вӑлах ҫумӑр пӗлӗчӗсене шывпа тултарать, вара пӗлӗтсем Унӑн ҫутине сапаласа тӑраҫҫӗ, |
|
| 12 |
|
| вӗсем Турӑ ирӗкӗпе ҫула тухаҫҫӗ: Вӑл ҫӗр валли мӗн тума хушнине пӗтӗмпех тӑваҫҫӗ. |
|
| 13 |
|
| Турӑ вӗсене е хаса пама, е ырӑлӑх кӳме, е хӗрхенме хушса ярать. |
|
| 14 |
|
| Иов, чарӑн, тимлӗн итле, Туррӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшла. |
|
| 15 |
|
| Турӑ вӗсене мӗнле тытса тӑнине, ҫутта Хӑй пӗлӗчӗ витӗр ялкӑшма хушнине пӗлетӗн-и? |
|
| 16 |
|
| Пӗлӗтсем мӗнле ҫакӑнса тӑнине — Тӗпӗ-йӗрӗпе Пӗлекенӗн тӗлӗнмелле ӗҫне — ӑнкараятӑн-и? |
|
| 17 |
|
| Вӑл ҫӗре кӑнтӑр ҫилӗпе канӑҫтарсассӑн санӑн тумтирӳ епле вӗриленет? |
|
| 18 |
|
| Шӑратса кӑларнӑ тӗкӗр пек пирчев пӗлӗтсене Турӑпа пӗрле эсӗ карса хунӑ-и? |
|
| 19 |
|
| Турра мӗн каламаллине вӗрентсемччӗ пире — эпир ку сӗмлӗхре нимӗн те тавҫӑрса илейместпӗр. |
|
| 20 |
|
| Эпӗ мӗн каланине пӗлтерӗҫ-ши Ӑна? Каланӑ сӑмах Ун патне ҫитет теекен пур-и? |
|
| 21 |
|
| Халӗ пӗлӗтсем витӗр йӑмӑх ҫутӑ курӑнмасть, акӑ ҫил-тӑвӑл ҫитӗ те вӗсене сапаласа ярӗ. |
|
| 22 |
|
| Уяр ҫанталӑк ҫурҫӗр енчен килет, Турӑ тавра — хӑратса яракан аслӑ илем. |
|
| 23 |
|
| Пурне те Тытса Тӑракан! эпир Ӑна пӗлсе ҫитейместпӗр. Вӑл Хӑйӗн хӑвачӗпе, сучӗпе, яланах тӳрӗ сут тунипе аслӑ. Вӑл никама та хӗсӗрлемест. |
|
| 24 |
|
| Ҫавӑнпа ҫынсем Унӑн умӗнче хӑраса-хисеплесе тӑччӑр, ӑслӑ чӗреллисем пурте Унӑн умӗнче чӗтӗресе тӑччӑр! |
|
|
|
|