БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Эсӗ ту качаки хӑш вӑхӑтра пӑранланине пӗлетӗн-и, айпӑлан пӑруланине курнӑ-и? |
| 2 |
| вӗсен пӗтӗ ҫӳрес уйӑхӗсене шутласа параятӑн-и? вӗсем хӑш вӑхӑтра пӑруласса пӗлетӗн-и? |
| 3 |
| Пӑрушӗсене пӑруланӑ, путекӗсене пӑранланӑ чухне, хӑйсен ӑшне пушатнӑ чухне вӗсем авкаланаҫҫӗ; |
| 4 |
| пӑрушӗсем, путекӗсем аталанаҫҫӗ те хирте ӳссе ҫитӗнеҫҫӗ, пӗр уйӑрӑлса каяҫҫӗ те амӑшӗ патне таврӑнмаҫҫӗ. |
| 5 |
| Хир ашакне кам ирӗке кӑларса янӑ, ӑна, кӑкарса хунӑскере, кам салтса вӗҫертнӗ? |
| 6 |
| Эпӗ ӑна ҫеҫенхирте пурӑнмалла тунӑ, унӑн килӗ — тӑварлӑ шур. |
| 7 |
| Хула шавӗ уншӑн кулӑшла, хӑйне хӑваласа кӑшкӑрнине илтмест вӑл, |
| 8 |
| вӑл сӑртсем ҫинче апат шыраса ҫӳрет, кашни курӑк тунине хавас вӑл. |
| 9 |
| Хир вӑкӑрӗ сана пӑхӑнса тӑрӗ-и, санӑн сырӑшу умӗнче ҫӗр каҫӗ-и? |
| 10 |
| Эсӗ ӑна сухапуҫ кӳлейӗн-и, вӑл сан хыҫҫӑн ануна сӳрелесе пырӗ-и? |
| 11 |
| Вӑл питех те вӑйлине кура ӑна ху тӑвас ӗҫе шанса парайӑн-и? |
| 12 |
| Ӑна тырруна илсе килсе анкартине хывма шанайӑн-и? |
| 13 |
| Турткӑш кайӑка хитре ҫунат, страус кайӑка мамӑк-тӗк эсӗ панӑ-и? |
| 14 |
| Ҫӑмартисене страус ҫӗр ҫинех вӗри хӑйӑрпа ӑшӑнса выртма хӑварать, |
| 15 |
| вӗсене кам та пулин лапчӑтасси ҫинчен, тискер кайӑк пырса ҫӗмӗресси ҫинчен шутламасть; |
| 16 |
| вӑл хӑйӗн чӗпписене хӗрхенмест, вӗсем уншӑн — ют пекех, хӑйӗн ӗҫӗ харама каясран та шикленмест, |
| 17 |
| мӗншӗн тесессӗн Турӑ ӑна ӑслӑлӑх паман, ӑстӑн парнелемен; |
| 18 |
| хӑй вара ҫунаттине сарать те юланута нимӗн мар кая хӑварать. |
| 19 |
| Урхамаха эсӗ вӑй панӑ-и, унӑн мӑйне эсӗ ҫилхе ҫыхнӑ-и? |
| 20 |
| Эсӗ ӑна хӗрлӗ шӑрчӑка шуйхатнӑ пек хӑратайӑн-и? Вӑл тулхӑрнинчен сехре хӑпмалла! |
| 21 |
| Урипе кукалет, хӑйӗн вӑйӗпе хӑй савӑнать; кӑрала хирӗҫ пырать; |
| 22 |
| хӑрушлӑх уншӑн — кулӑш ҫеҫ, шикленмест, хӗҫрен каялла чакмасть; |
| 23 |
| ун ҫийӗн ҫӗмренсем шӑхӑрса вӗҫеҫҫӗ, ун тавра сӑнӑ-хӗҫ ялтӑрать; |
| 24 |
| хӗрсе кайнӑскер ҫӗре хаяррӑн кӑшлать, трупа кӑшкӑртнӑ чухне тӗк тӑраймасть: |
| 25 |
| трупа сассине илтсессӗн шар-шар кӗҫенсе ярать, ҫапӑҫӑва аякранах сисет, ҫар пуҫӗсен сассине, шӑв-шава таҫтанах илтет. |
| 26 |
| Хурчӑка санӑн ӑсна пула вӗҫсе ҫӳрет-и, эсӗ хушнипе ҫунаттине сарса кӑнтӑр еннелле ярӑнать-и? |
| 27 |
| Ӑмӑрткайӑк санӑн сӑмахна итлесе ҫӳлтен ҫӳле вӗҫет-и, эсӗ каланипе ҫӳлте йӑва ҫавӑрать-и? |
| 28 |
| Вӑл ту чакӑлӗсен тӑрринче пурӑнать, сӑрт хырҫисемпе никам пырса кӗрейми вырӑнсенче ҫӗр каҫать; |
| 29 |
| унта вӑл хӑй валли тупӑш сыхласа ларать: куҫӗ унӑн инҫетрине курать; |
| 30 |
| чӗпписене вӑл юнпа тӑрантарать, ӑҫта виле — унта вӑл. |
| 31 |
| Ҫӳлхуҫа Иова татах малалла каланӑ: |
| 32 |
| Пурне те Тытса Тӑраканпа тупӑшаканӗ татах вӗрентӗ-и? Турра питлекенӗ Ӑна хуравлатӑр. |
| 33 |
| Иов вара Ҫӳлхуҫана ҫапла хуравласа каланӑ: |
| 34 |
| акӑ эпӗ — мӗскӗн; ӗнтӗ Сана мӗн хуравлайӑп? Ҫӑварӑма аллӑмпа хуплатӑп. |
| 35 |
| Пӗрре каларӑм, урӑх чӗнессӗм ҫук, иккӗ те каларӑм, тек шарламастӑп. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/job/039.mp3
42
39