|
| 1 |
|
| Феман ҫынни Елифаз ҫапла хуравласа каланӑ: |
|
| 2 |
|
| эхер те эпир ҫакӑн ҫумне сӑмах хушса пӑхсассӑн, йывӑр пулмӗ-ши сана? Тепӗр тесессӗн, калас сӑмаха кам чарасси пур! |
|
| 3 |
|
| Акӑ эсӗ нумайӑшне ӑс парса вӗрентеттӗн, хал ҫухатса алӑ уснисене хунтӑлаттӑн, |
|
| 4 |
|
| санӑн сӑмахусем такӑнакан ҫынна ура ҫине тӑрататчӗҫ, чӗркуҫҫи вӑйӗ пӗтсе килнисене эсӗ тӗрек параттӑн. |
|
| 5 |
|
| Халӗ вара хӑвна килсе ҫапрӗ те — эсӗ тӳсеймерӗн; хӑвна пырса тиврӗ те — халран ӳкрӗн. |
|
| 6 |
|
| Турӑран хӑрани сана шанӑҫ кӳмелле мар-и, айӑпсӑр ҫулу санӑн ӗмӗтӳ пулмалла мар-и? |
|
| 7 |
|
| Аса ил-ха, айӑпсӑр ҫын пӗтни пулнӑ-и? тӳрӗ ҫын тата ӑҫта тӗп пулнӑ? |
|
| 8 |
|
| Эпӗ хам курнӑ: кам усаллӑха сухаласа усал акать — вӑл ҫавнах вырса илет; |
|
| 9 |
|
| ун пеккисем Турӑ пӗрре вӗрнипех тӗп пулаҫҫӗ, Унӑн ҫиллин хӑвачӗпе пӗтсе ҫухалаҫҫӗ. |
|
| 10 |
|
| Арӑслан ӳхӗрни, мӗкӗрекенӗн сасси шӑпланать, ҫамрӑк арӑслансен шӑлӗсем те тӗпренеҫҫӗ; |
|
| 11 |
|
| тупӑш ҫуккипе вӑйлӑ арӑслан та вилет, арӑслан амин ҫурисем тӗрлӗ ҫӗре саланаҫҫӗ. |
|
| 12 |
|
| Акӑ вӑрттӑн ман патӑма пӗр сӑмах ҫитрӗ, хӑлхам мӗн илтмеллине илтсе юлчӗ. |
|
| 13 |
|
| Ҫынна ыйхӑра курӑнакан тӗлӗксем ҫинчен шухӑшласа выртнӑ хушӑра |
|
| 14 |
|
| сасартӑк эпӗ сехӗрленсех ӳкрӗм, пӗтӗм шӑммӑм-шаккӑм чӗтренчӗ. |
|
| 15 |
|
| Ман ҫийӗн сывлӑш иртсе кайрӗ; ҫӳҫӗм-пуҫӑм вирелле тӑчӗ. |
|
| 16 |
|
| Вӑл тӑп чарӑнчӗ, анчах эпӗ унӑн тӗсне-йӗрне тӗшмӗртеймерӗм — куҫӑм умӗнче сӑнарӗ ҫеҫ курӑнса тӑчӗ; вӑштӑр ҫил, — эпӗ сасӑ илтрӗм: |
|
| 17 |
|
| этем Турӑран тӳрӗрех-им, ҫын хӑйне Пултараканран тасарах-им? |
|
| 18 |
|
| Акӑ Вӑл Хӑйӗн чурисене те шанса пӗтермест, Хӑйӗн Ангелӗсенче те кӑлтӑк тупать, |
|
| 19 |
|
| эппин, тӑм ҫуртра пурӑнакансенче тата ытларах айӑп тупать, лешӗсен ҫурчӗ те хӑйӑр ҫинче ларать, хӑйсем те кӗверен хӑвӑртрах пӗтеҫҫӗ. |
|
| 20 |
|
| Вӗсем ирпе каҫ хушшинчех тӗшӗрӗлсе анаҫҫӗ; вӗсем пачах ҫухалнине курса та юлаймӑн. |
|
| 21 |
|
| Хӑйсемпе пӗрлех вӗсен ячӗ те пӗтмест-и? Вӗсем ӑса кӗрсе ҫитеймесӗрех вилеҫҫӗ, терӗ сасӑ. |
|
|
|
|