|
| 1 |
|
| Ҫӳлхуҫа ҫил-тӑвӑл витӗр Иова ҫапла хуравласа каланӑ: |
|
| 2 |
|
| ар пулса пилӗкне ҫых: Эпӗ санран ыйтӑп, эсӗ Мана ӑнлантарса пар. |
|
| 3 |
|
| Эсӗ Манӑн сута пӑрахӑҫласшӑн-и, Мана айӑпласа ху тӳрре тухасшӑн-и? |
|
| 4 |
|
| Санӑн аллу Турӑ алли пек хӑватлӑ-и? Санӑн сассу Унӑн сасси пек кисретӳллӗ-и? |
|
| 5 |
|
| Апла аслӑлӑхпа аслӑлан, чаплӑлӑхпа чаплӑлан, илемлӗхпе илемлӗлен, ҫутӑпа ҫутал; |
|
| 6 |
|
| ҫиллӳн хаярлӑхне кӑлар, мӗнпур мӑнаҫли ҫине пӑхса ил те — йӑвашлат ӑна; |
|
| 7 |
|
| мӑнкӑмӑллисем ҫине пӑхса ил те — пурне те кӗҫӗне хӑвар, усал ҫынсене хӑйсенӗн вырӑнӗнчен ӳкер; |
|
| 8 |
|
| пурне те вӗсене ҫӗр айне чавса чик, питне-куҫне сӗмлӗхпе хупла. |
|
| 9 |
|
| Вара Эпӗ те хӑвӑн сылтӑм аллу хӑвна ҫӑласса ӗненӗп. |
|
| 10 |
|
| Акӑ бегемот, ӑна Эпӗ сана пултарнӑ пекех пултарнӑ; вӑл, вӑкӑр пекех, курӑк ҫиет; |
|
| 11 |
|
| унӑн пӗҫҫи мӗнле тӗреклӗ, унӑн вар ӳчӗ епле ҫирӗп; |
|
| 12 |
|
| кедр евӗрлӗ хӳрине сулкалать; пӗҫӗ шӑнӑрӗсем явӑна-явӑна тӑраҫҫӗ; |
|
| 13 |
|
| ури — пӑхӑр юпа пек; шӑмми — тимӗр пӑрӑх пек; |
|
| 14 |
|
| акӑ вӑл — Турӑ ҫулӗсен пуҫламӑшӗ; ун патне ӑна Пултараканӗ ҫеҫ хӗҫне ҫывӑхартӗ; |
|
| 15 |
|
| сӑрт-ту ун валли ҫимӗҫ кӳрсе тӑрать, унта тӗрлӗрен тискер кайӑк выляса ҫӳрет; |
|
| 16 |
|
| вӑл лапсака йывӑҫ сулхӑнӗнче, хӑмӑшлӑх хӳттинче, шурлӑхра канса выртать; |
|
| 17 |
|
| лапсака йывӑҫсем ӑна хӑйсен сулхӑнӗпе хупӑрлаҫҫӗ; ун тавра — шыв хӗрринчи хӑвалӑх; |
|
| 18 |
|
| акӑ вӑл ҫырмаран шыв ӗҫсе тӑрать, васкамасть; ҫӑварне Иордан вӑйкӑнсассӑн та канлӗхне ҫухатас ҫук вӑл. |
|
| 19 |
|
| Куҫкӗретех кам ӑна ярса тытайӗ, сӑмсине кам пакурпа чиксе шӑтарайӗ? |
|
| 20 |
|
| Левиафана вӑлтапа туртса кӑларайӑн-и эсӗ, чӗлхинчен кантрапа ҫаклатса илейӗн-и? |
|
| 21 |
|
| сӑмси шӑтӑкӗнчен ункӑ тирейӗн-и? янах шӑммине йӗппе чиксе шӑтарайӑн-и? |
|
| 22 |
|
| вара вӑл сана тархаслӗ-и, йӑлӑнӗ-и, санпала йӑвашшӑн калаҫӗ-и? |
|
| 23 |
|
| санпала татулӑх тӑвӗ-и вӑл, ӑна яланлӑха хӑвӑн чуру пулма илейӗн-и? |
|
| 24 |
|
| пӗчӗкҫӗ кайӑкпа вылянӑ пек выляйӑн-и унпа, ӑна хӑвӑн хӗрачусем валли кӑкарса хурайӑн-и? |
|
| 25 |
|
| пулӑҫӑ юлташусем ӑна сутса ярайӗҫ-и, Ханаан купсисене пайӑн-пайӑн сутайӗҫ-и? |
|
| 26 |
|
| унӑн тирне сӑнӑпа чиксе шӑтарайӑн-и, пуҫне пулӑҫӑ сӑпрайӗпе лектерсе шӑтарайӑн-и? |
|
| 27 |
|
| Асту, ун ҫине аллуна пӗрре ҫӗклесе пӑхсассӑн ӳлӗмрен кӗрешессӳ килмӗ. |
|
|
: |
| 1 | | 2 | | 3 | | 4 | | 5 | | 6 | | 7 | | 8 | | 9 | | 10 | | 11 | | 12 | | 13 | | 14 | | 15 | | 16 | | 17 | | 18 | | 19 | | 20 | | 21 | | 22 | | 23 | | 24 | | 25 | | 26 | | 27 | 1
1
1 |
|
|---|
|
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/job/040.mp3
42
40