|
| 1 |
|
| Ан та пикен: вӑл пӗрре пӑхнипех кайса ӳкмӗн-и? |
|
| 2 |
|
| Ӑна хирӗҫ тӑма пултаракан хӑюҫах ҫук; Ман умра кам чӑтса тӑрайтӑр вара? |
|
| 3 |
|
| Ӑна мӗн кирлине парса тӑма кам Мана малтанах хушса хунӑ? тӳпе айӗнче мӗн пурри — пӗтӗмпех Манӑн. |
|
| 4 |
|
| Левиафан тӑлпӑвӗ ҫинчен, унӑн вӑйӗ ҫинчен, унӑн килӗшӳллӗ илемӗ ҫинчен каламасӑр хӑвармӑп. |
|
| 5 |
|
| Унӑн ҫиелти тумтирне кам сирсе пӑрахайӗ, унӑн мӑшӑр янах шӑммийӗ патне кам хӑйса ҫывӑхарайӗ? |
|
| 6 |
|
| Унӑн пичӗн хапхине кам уҫса пӑхайӗ? унӑн шӑлӗсен икӗ унки — сехре хӑппи; |
|
| 7 |
|
| нӑкӑ хупписем — хулкан пек, калама ҫук хӳхӗм; пичет пусса тухнӑ пек ҫирӗп вӗсем; |
|
| 8 |
|
| пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑннӑран сывлӑш та тухмасть вӗсен хушшинчен; |
|
| 9 |
|
| ҫатах ҫыпӑҫӑнса выртаҫҫӗ вӗсем, пӗр-пӗринчен ҫатӑрласа тытнӑ та — вӗҫерӗнмеҫҫӗ. |
|
| 10 |
|
| Вӑл ӳсӗрсессӗн ҫиҫӗм ялтлатса илет; унӑн куҫӗсем — шурӑмпуҫ куҫӗсем; |
|
| 11 |
|
| ҫӑварӗнчен ҫулӑм чӗлхи тапса тухать, вут хӗлхемӗ сирпӗнет; |
|
| 12 |
|
| вӗресе ларакан чӳлмекрен е хурантан пӑс тухнӑ евӗр, унӑн сӑмси шӑтӑкӗнчен тӗтӗм палкать. |
|
| 13 |
|
| Унӑн сывлан сывлӑшӗ кӑмрӑка кӑварлантарать, унӑн ҫӑварӗнчен ҫулӑм ялкӑшса тухать. |
|
| 14 |
|
| Унӑн мӑйӗнче вӑй пытанса тӑрать, унӑн умӗнчен сехмет чупса пырать. |
|
| 15 |
|
| Унӑн ӳчӗн тачка пайӗсем пӗр-пӗринпе нӑкӑ пӗтӗҫсе тӑраҫҫӗ, чӗтренмеҫҫӗ те. |
|
| 16 |
|
| Унӑн чӗри чул пек хытӑ, арманӑн пустав чулӗ пек ҫирӗп. |
|
| 17 |
|
| Вӑл вырӑнӗнчен хускалсассӑн, вӑйламас ҫынсем хӑраса каяҫҫӗ, сехӗрленнипе аптӑраса ӳкеҫҫӗ. |
|
| 18 |
|
| Хӗҫ ӑна тӗкӗннипех шарт хуҫӑлать, сӑнӑ та, ҫӗмрен те, тимӗр тум та ӑна тӳсеймест. |
|
| 19 |
|
| Тимӗре вӑл — улӑм пӗрчи вырӑнне, пӑхӑра ҫӗрӗк йывӑҫ вырӑнне хурать. |
|
| 20 |
|
| Ӑна ухӑ ачи те хӑратса тартас ҫук; чулрав чулӗсем те уншӑн — хывӑх ҫеҫ. |
|
| 21 |
|
| Чукмар уншӑн — улӑм пӗрчи вырӑнне ҫеҫ; кӗске сӑнӑ шӑхӑрса пынинчен кулать вӑл. |
|
| 22 |
|
| Унӑн айӗнче — ҫивӗч чулсем, вӑл пылчӑк ӑшӗнче ҫав чулсем ҫинче выртать. |
|
| 23 |
|
| Тарӑн авӑра вӑл хуранти шыва вӗретнӗ пек вӗретет, тинӗсе те вӗресе тӑракан сӗрӗш пек тӑвать; |
|
| 24 |
|
| хӑй хыҫӗнчен йӑлтӑртатакан йӗр хӑварса пырать; тӗпсӗр авӑр шуррӑн та кӑваккӑн курӑнать. |
|
| 25 |
|
| Ун евӗрли ҫӗр ҫинче урӑх ҫук: ӑна никамран хӑрамалла мар пултарнӑ; |
|
| 26 |
|
| вӑл мӑнаҫлисем ҫине хӑюллӑн пӑхать; мӑнаҫлӑх ывӑлӗсенӗн патши вӑл. |
|
|
|
|