БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Иов Ҫӳлхуҫана ҫапла хуравласа каланӑ: |
| 2 |
| Эсӗ темӗн те тума пултарнине, Эсӗ тытнӑ шухӑша никам та чараяс ҫуккине пӗлетӗп эпӗ. |
| 3 |
| Кам ҫавӑ — Пурне те Курса Тӑракана нимӗн шухӑшламасӑр айӑплаканӗ? Чӑнах, эпӗ хам ӑнланса илейменни ҫинчен, хам пӗлмен тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен калаҫрӑм. |
| 4 |
| Эпӗ: эй Турӑ, итлесемччӗ, эпӗ калаҫам, Санран мӗн ыйтнине мана ӑнлантарса парсамччӗ, терӗм. |
| 5 |
| Унччен эпӗ Сан ҫинчен илтнӗччӗ ҫеҫ; халӗ ӗнтӗ Сана куҫӑмпах куратӑп; |
| 6 |
| ҫавӑнпа эпӗ хамӑн сӑмахӑма каялла илетӗп, тусанпа кӗл ҫине ӳксе ӳкӗнетӗп. |
| 7 |
| Иова каламалли сӑмахне каласа пӗтерсессӗн, Ҫӳлхуҫа Феман ҫыннине Елифаза каланӑ: сана тата санӑн икӗ тусна ҫилленнипе ҫиллӗм вӗресе тӑрать: Ман ҫинчен эсир Манӑн Иов чурам чухлӗ тӗрӗс каламарӑр. |
| 8 |
| Ӗнтӗ ҫичӗ пӑру, ҫичӗ сурӑх илӗр те Манӑн Иов чурам патне кайӑр, хӑвӑршӑн парне кӳрӗр; Манӑн Иов чурам сирӗншӗн кӗлтӑвӗ, Эпӗ унӑн кӗллине анчах хапӑл илӗп: Ман ҫинчен Манӑн Иов чурам чухлӗ тӗрӗс каламаншӑн сирӗн асап курмалла ан пултӑр, тенӗ. |
| 9 |
| Вара Феман ҫынни Елифаз, Савхея ҫынни Вилдад тата Наама ҫынни Софар кайнӑ та Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тунӑ, — Ҫӳлхуҫа Иов кӗллине хапӑл илнӗ. |
| 10 |
| Хӑйӗн тусӗсемшӗн кӗлтунӑ хыҫҫӑн Иова Ҫӳлхуҫа вӑл мӗн ҫухатнине каялла тавӑрса панӑ; Ҫӳлхуҫа Иова унчченхинчен икӗ хут нумайрах панӑ. |
| 11 |
| Вара Иов патне пӗтӗм тӑванӗ — арҫынӗ, хӗрарӑмӗ — тата пӗтӗм пӗлӗшӗ пуҫтарӑннӑ, унӑн килӗнче унпа пӗрле ҫӑкӑр-тӑвар ларса ҫинӗ, ун ҫине Ҫӳлхуҫа янӑ асапсемшӗн унпа пӗрле куляннӑ та, ӑна лӑплантарнӑ та; кашнийӗ ӑна пӗрер кесита тата пӗрер ылтӑн ҫӗрӗ парнеленӗ. |
| 12 |
| Турӑ вара Иовӑн юлашки кунҫулне унчченхинчен те ытларах пилленӗ: унӑн ӗнтӗ вунтӑватӑ пин пуҫ вак выльӑх, ултӑ пин пуҫ тӗве, пин мӑшӑр ӗҫ вӑкӑрӗ, пин пуҫ ама ашак пулнӑ. |
| 13 |
| Унӑн ҫичӗ ывӑлпа виҫӗ хӗр ҫуралнӑ. |
| 14 |
| Аслӑ хӗрне вӑл — Емима ятлӑ, вӑталӑх хӗрне — Кассия ятлӑ, кӗҫӗн хӗрне Керенгаппух ятлӑ хунӑ. |
| 15 |
| Иов хӗрӗсем пек хӳхӗм хӗрарӑмсем урӑх тӗнчипе те пулман, ашшӗ вӗсене те ывӑлӗсемпе танах еткерлӗх уйӑрса панӑ. |
| 16 |
| Ҫавӑн хыҫҫӑн Иов тата ҫӗр хӗрӗх ҫул пурӑннӑ, ывӑлӗсене те, ывӑлӗсен ывӑлӗсене те тӑватӑ сыпӑка ҫитиччен курнӑ. |
| 17 |
| Иов ватӑлса ҫитсе, тӑраниччен пурӑнса вилнӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/job/042.mp3
42
42