|
| 1 |
|
| Этеме ҫӗр ҫинче шутлӑ вӑхӑт паман-и, унӑн кунӗсем тара кӗрӗшнӗ ҫыннӑн кунӗсемпе пӗрех мар-и? |
|
| 2 |
|
| Чура сулхӑншӑн тӗмсӗлнӗ пек, тара кӗрӗшнӗ ҫын хӑйӗн ӗҫӗ пӗтессе кӗтнӗ пек, |
|
| 3 |
|
| мана та ҫавнашкал тӗлсӗр уйӑхсем пӳрнӗ иккен, манӑн шӑпам хурлӑхлӑ каҫсем иккен. |
|
| 4 |
|
| Ҫывӑрма выртнӑ чухне: «хӑҫан тӑрӑп-ши?» тетӗп; ҫӗрӗ вӑрӑм — тул ҫутӑличчен енчен енне ҫаврӑнкаласа хӑшкӑлатӑп. |
|
| 5 |
|
| Ӳтӗм-тирӗм хуртланса-кӗсенленсе кайрӗ, ӗнтӗ ҫуркаланса та пӳрленсе ҫеҫ тӑрать. |
|
| 6 |
|
| Кунӑмсем ӑса вылянинчен те хӑвӑртрах ӑсанаҫҫӗ, пӗр шанчӑк хӑвармасӑр иртеҫҫӗ вӗсем. |
|
| 7 |
|
| Аса ил-ха, манӑн пурӑнӑҫӑм — ҫил варкӑшӗ ҫеҫ, куҫӑм урӑх ыррине курас ҫук. |
|
| 8 |
|
| Мана халь тӗсекенӗ текех мана кураймӗ; эй Турӑ, ман ҫине пӑхӑн та — эпӗ ҫук та. |
|
| 9 |
|
| Пӗлӗт шӗвелсе пырать те ҫухалать; ҫӗр тӗпне анса кайнӑ ҫын та каялла килес ҫук, |
|
| 10 |
|
| вӑл хӑйӗн ҫуртне каялла таврӑнаймӗ, хӑй пурӑннӑ вырӑнӗ те ӑна манса кайӗ. |
|
| 11 |
|
| Чӗлхем-ҫӑварӑма чармӑп ӗнтӗ; сывлӑшӑм тӑвӑнса ҫитнине каласа парам, чунӑм асапланнӑран ӳпкелешем. |
|
| 12 |
|
| Эй Турӑ, эпӗ тинӗс-им е тинӗс ҫамӗ-им, мӗншӗн Эсӗ мана хураллама хурал тӑратрӑн? |
|
| 13 |
|
| «Выртас вырӑнӑм лӑплантарӗ-ха мана, хӗн-асапӑма сирсе ярӗ-ха» тесе шухӑшласассӑн, |
|
| 14 |
|
| Эсӗ мана тӗлӗксемпе хӑрататӑн, темтепӗр кӑтартса сехӗрлентеретӗн; |
|
| 15 |
|
| шӑммӑм-шаккӑма упрассинчен ытларах манӑн чунӑм сывлӑш тухасса кӗтет, вилӗм ҫитессе ӗмӗтленсе тӑрать. |
|
| 16 |
|
| Ӗнтӗ пурӑнӑҫ йӗрӗнтерсех ҫитерчӗ. Ӗмӗр пурӑнассӑм ҫук. Пӑрӑн ман патӑмран: кунҫулӑм — ҫил варкӑшӗ ҫеҫ. |
|
| 17 |
|
| Этем мӗнех вӑл? — Эсӗ вара ӑна ҫав териех хаклатӑн, ӑна тимлетӗн, |
|
| 18 |
|
| ирсерен пыра-пыра пӑхатӑн, ӑна кашни самантра сӑнатӑн. |
|
| 19 |
|
| Хӑҫан пӑрахса хӑварӑн-ши мана, хӑҫан куҫӑнтан вӗҫертӗн-ши мана, хӑҫан сурчӑкӑма та пулин ҫӑтса ямалӑх канӑҫ парӑн-ши мана? |
|
| 20 |
|
| Эпӗ ҫылӑха кӗтӗм-им? Этемсене Сыхлакан, эпӗ Сана мӗн тума пултараятӑп-ха? Мӗншӗн мана тӗллетӗн? Мӗншӗн-ха мана чӑтайми пулса ҫитрӗн? |
|
| 21 |
|
| Мӗншӗн-ха манӑн ҫылӑхӑма каҫарас мар, йӗркесӗр ӗҫӗмсене ман ҫинчен сирес мар? акӑ тусан ҫине выртӑп та, ыран шырӑн мана — эпӗ пулмӑп та. |
|
|
|
|