|
| 1 |
|
| Савхея ҫынни Вилдад ҫапла хуравласа каланӑ: |
|
| 2 |
|
| нумайччен ҫапла калаҫӑн-и эсӗ? — сӑмахусем тӑвӑллӑ ҫил пек! |
|
| 3 |
|
| Турӑ Хӑйӗн чӑнлӑхне улӑштарать-и вара, Пурне те Тытса Тӑракан тӳрӗлӗхне пӑсать-и? |
|
| 4 |
|
| Ывӑлусем Ун умӗнче ҫылӑха кӗнӗ те, Вӑл вӗсене хӑйсен усаллӑхӗн аллинех ӳкернӗ. |
|
| 5 |
|
| Эсӗ Турра шырас пулсассӑн, Пурне те Тытса Тӑракана йӑлӑнса кӗлтусассӑн, |
|
| 6 |
|
| хӑв таса та тӳрӗ пулсассӑн, Вӑл сана паянах, халех хӳтӗлӗ, тӗрӗс кил-ҫуртна та ырӑлӑх кӳрӗ. |
|
| 7 |
|
| Малтан санӑн сахал пулнӑ пулсассӑн, кайран питех те нумай пулӗ. |
|
| 8 |
|
| Унчченхи ӑрусенчен ыйт-ха, вӗсен ашшӗсем мӗн-мӗн курнине тимле-ха; |
|
| 9 |
|
| хамӑр эпир — ӗнерхисем кӑна, нимӗн те пӗлместпӗр: пирӗн ҫӗр ҫинчи кунҫулӑмӑр — ӗмӗлке анчах. |
|
| 10 |
|
| Акӑ вӗсем сана вӗрентӗҫ, каласа кӑтартӗҫ, сӑмахӗсене пӗтӗм чӗререн калӗҫ: |
|
| 11 |
|
| хӑмӑш нӳрӗксӗр ҫитӗнеет-и, чакан шывсӑр ӳсеет-и? |
|
| 12 |
|
| Вӑл ем-ешӗлех-ха, ӑна касман та, анчах пур курӑкран та маларах типет. |
|
| 13 |
|
| Турра манакансен ҫулӗ пурин те ҫавнашкал, ултавҫӑн шанӑҫӗ те путланать; |
|
| 14 |
|
| ӗнтӗ унӑн ӗмӗтне тӗпренех каснӑ, унӑн ҫирӗплӗхӗ те — эрешмен ҫурчӗ ҫеҫ. |
|
| 15 |
|
| Ҫурчӗ ҫумне тӗреленет вӑл — тытӑнса тӑраймасть, ярса тытать унран — ӳкмесӗр юлаймасть. |
|
| 16 |
|
| Вӑл хӗвел ҫинче ешерсе ларать, турачӗсем пахча тулашнелле тӑсӑлаҫҫӗ; |
|
| 17 |
|
| тымарӗсем чул купи ӑшне яваланса кӗреҫҫӗ, чул хушшипелен шӑтара-шӑтара тухаҫҫӗ. |
|
| 18 |
|
| Анчах ӑна вырӑнӗнчен кӑкласа пӑрахсассӑн, унран хӑйӗн вырӑнӗ те тунать: «эпӗ сана курман!» тет. |
|
| 19 |
|
| Кунҫулӗн савӑнӑҫӗ акӑ еплерех унӑн! ҫӗртен вара урӑххисем шӑтса ӳсеҫҫӗ. |
|
| 20 |
|
| Куратӑн-и, Турӑ айӑпсӑр ҫынна пӑрахмасть, усал ҫынсен аллине пулӑшмасть. |
|
| 21 |
|
| Вӑл сана каллех савӑнса кулмалла тӑвӗ, чӗлхӳ-ҫӑварна хӗпӗртесе калаҫмалла тӑвӗ. |
|
| 22 |
|
| Сана курайманнисем намӑса юлӗҫ, усал ҫынсенӗн чатӑрӗсем тӗп пулӗҫ. |
|
|
|
|