|
| 1 |
|
| Иов ҫапла хуравласа каланӑ: |
|
| 2 |
|
| чӑнах та ҫапла! хам та пӗлетӗп; анчах этем Турӑ умӗнче епле тӳрре тухаять-ха? |
|
| 3 |
|
| Турӑпа тавлашас тесессӗн, вӑл Унӑн пин сӑмахне хирӗҫ пӗр сӑмах тавӑрса калаймӗ. |
|
| 4 |
|
| Этемӗ ӑсчах пултӑр, вӑй-хӑватлӑ пултӑр — Турра хирӗҫ тӑраканӗ кам хӑтӑлса юлни пур? |
|
| 5 |
|
| Вӑл тусене куҫарса лартать те, вӗсене паллаймаҫҫӗ те: Вӑл вӗсене Хӑйӗн ҫиллипе улшӑнтарать; |
|
| 6 |
|
| ҫӗре хӑй вырӑнӗнчен хускатать те, унӑн юписем чӗтренсе тӑраҫҫӗ; |
|
| 7 |
|
| хӗвеле калать те — хӗвел тухмасть, ҫӑлтӑрсем ҫине пичет пусать. |
|
| 8 |
|
| Вӑл пӗччен пӗтӗм тӳпене карса тӑрать, тинӗс хумӗсем ҫийӗн ҫӳрет; |
|
| 9 |
|
| Вӑл Ас, Кесиль, Хим ҫӑлтӑрсене тата кӑнтӑр ҫӑлтӑрӗсене пултарнӑ; |
|
| 10 |
|
| Вӑл тӑвакан ӗҫсем аслӑ, вӗсене тишкерсе пӗлейместӗн, Унӑн кӗтречӗсен имӗ-сумӗ те ҫук. |
|
| 11 |
|
| Акӑ Вӑл ман умранах иртсе кайӗ — кураймасӑрах юлӑп; вирхӗнсе иртсе кайӗ — асӑрхамасӑрах юлӑп. |
|
| 12 |
|
| Вӑл тытӗ те илӗ — кам чарӗ Ӑна? «Эсӗ мӗн тӑватӑн?» тесе кам калӗ Ӑна? |
|
| 13 |
|
| Турӑ ҫилленес ҫиллине пусармасть; Рахабшӑн ӗҫлекенсем Ун умне ӳксе пуҫҫапӗҫ. |
|
| 14 |
|
| Эпӗ вара Ӑна хирӗҫ калайӑп-и, Ун умӗнче сӑмах шыраса тӑрайӑп-и? |
|
| 15 |
|
| Хам тӳрӗ пулсассӑн та, Ӑна хирӗҫ калассӑм ҫук, хамӑн Тӳреме тархаслӑп ҫеҫ эпӗ. |
|
| 16 |
|
| Вӑл манӑн сассӑма илтсе хирӗҫ чӗнес пулсассӑн та, хама итлессе ӗненместӗп: |
|
| 17 |
|
| мана ҫавраҫилпе киле-киле ҫапать, мана пӗр айӑпсӑр чухнех суранлатса тӑрать, |
|
| 18 |
|
| мана сывлӑш ҫавӑрса илме те памасть, пӗр вӗҫсӗр хурлӑх кӑтартать. |
|
| 19 |
|
| Ӑна хирӗҫ вӑйпа тӑрас тесессӗн, Вӑл — хӑватлӑ; сутлашас тесессӗн, Ӑна кам сута чӗнсе илейӗ? |
|
| 20 |
|
| Тӳрре тухас тейӗп — мана хам чӗлхе-ҫӑварӑмах айӑпа кӑларӗ; айӑпӑм ҫук пулсассӑн та, Вӑл манах айӑплӑ тӑвӗ. |
|
| 21 |
|
| Айӑплӑ мар эпӗ; чунӑмран писрӗм, пурӑнӑҫӑмран йӗрӗнетӗп. |
|
| 22 |
|
| Пурте — пӗр; ӗнтӗ ҫавӑнпа каларӑм: Вӑл айӑпсӑррине те, айӑплине те пӗтерет, терӗм. |
|
| 23 |
|
| Пӗрне Вӑл сасартӑк ҫапса пӑрахать пулсассӑн, айӑпсӑррисем асапланнинчен кулса тӑрать. |
|
| 24 |
|
| Ҫӗре усал ҫынсенӗн аллине панӑ; ун тӳрисен питне Вӑл хупласа тӑрать — Вӑл мар пулсассӑн, кам пултӑр тата? |
|
| 25 |
|
| Кунӑмсем хыпарҫӑран та хӑвӑртрах чупаҫҫӗ, иртеҫҫӗ ҫапла, ыррине курмаҫҫӗ, |
|
| 26 |
|
| ҫӑмӑл кимӗ ишсе иртнӗ пек ыткӑнаҫҫӗ, ӑмӑрткайӑк тупӑш ҫине вӗҫсе аннӑ пек вирхӗнеҫҫӗ. |
|
| 27 |
|
| Манӑн хама хам каласчӗ: «текех ӳпкелешем мар, тӗксӗм сӑнӑма ҫутатам, кӑмӑлӑма ҫӗклем» теесчӗ, |
|
| 28 |
|
| анчах Эсӗ мана пурпӗр айӑплассине пӗлнипе курас асапӑмран чӗтресе тӑратӑп. |
|
| 29 |
|
| Айӑплах пулсассӑн, мӗн кӗтмелли пур ӗнтӗ манӑн? |
|
| 30 |
|
| Эпӗ юр шывӗпе ҫӑвӑнсассӑн та, аллӑма ҫуса тасатсассӑн та, |
|
| 31 |
|
| Эсӗ мана пурпӗрех пылчӑка путарӑн, вара хамӑн тумтирӗм хамран йӗрӗнӗ. |
|
| 32 |
|
| Вӑл ман пек этем мар ҫав: Ӑна хирӗҫ хуравлаймастӑн, Унпа пӗрле сута каяймастӑн! |
|
| 33 |
|
| Пирӗн хушшӑмӑрта тепӗри — аллине иксӗмӗр ҫине хураканӗ — ҫук ҫав. |
|
| 34 |
|
| Вӑл Хӑйӗн туйине ман патӑмран сиринччӗ, мана ан сехӗрлентеринччӗ, |
|
| 35 |
|
| вара эпӗ калӑттӑм, Унран хӑрамӑттӑм, мӗншӗн тесессӗн ун пек ҫын мар эпӗ. |
|
|
|
|