×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 100

1
Ырӑлӑхпа тӳрӗлӗхе асӑнса юрлӑп; эй Ҫӳлхуҫа, Сана мухтаса юрлӑп.
2
Айӑпсӑр ҫул ҫинчен тимлесех шухӑшлӑп: «ман патӑма хӑҫан килӗн-ши Эсӗ?» Хамӑн килӗм-ҫуртӑмра таса чӗрепе эпӗ ҫӳрӗп.
3
Куҫӑма эпӗ ирсӗр япала ҫине пӑхма памӑп; эпӗ йӗркесӗр ӗҫе кураймастӑп: вӑл ман ҫума ҫыпӑҫаймӗ.
4
Пӑсӑк чӗре манран аякра тӑрӗ; эпӗ усал-хаяра пӗлмӗп.
5
Ҫывӑх ҫынни ҫинчен вӑрттӑн элек паракана пӗтерӗп; ҫӳлтен пӑхакана, мӑнаҫлӑ чӗреллине чӑтса тӑмӑп.
6
Куҫӑм ҫӗр ҫинчи тӳрӗ ҫынсем ҫине пӑхать: ӗнтӗ ман ҫумӑмра ҫавсем пулччӑр; кам айӑпсӑр ҫулпа ҫӳрет, маншӑн ҫавӑ ӗҫлесе тӑрӗ.
7
Ултавҫӑ чее ҫын ман ҫуртӑмра пурӑнаймӗ; суя калаҫакан манӑн куҫӑм умӗнче тӑраймӗ.
8
Йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене пурне те Ҫӳлхуҫа хулинчен тӗппипех кӑкламашкӑн ҫӗр ҫинчи пӗтӗм ҫылӑхлӑ ҫынна иртен-ир пӗтерме пуҫлӑп. Мухтав:
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки