|
| 1 |
|
| Эй чунӑм, Ҫӳлхуҫана мухта! эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑм! Эсӗ тӗлӗнмелле аслӑ, Эсӗ мухтавлӑхпа аслӑлӑх тӑхӑннӑ; |
|
| 2 |
|
| Эсӗ риза вырӑнне ҫутӑ тӑхӑнатӑн, тӳпене чатӑр пек каратӑн; |
|
| 3 |
|
| ҫӳлти пӳлӗмӳсене шывсем ҫине туса лартатӑн, пӗлӗтсене Хӑвӑн урапу тӑватӑн, ҫил ҫуначӗсем ҫинче пыратӑн. |
|
| 4 |
|
| Эсӗ сывлӑшсене Хӑвӑн ангелусем тӑватӑн, ялкӑшса ҫунакан вут-ҫулӑма Хӑвна ӗҫлесе тӑракансем тӑватӑн. |
|
| 5 |
|
| Эсӗ ҫӗре тӗреклӗ никӗс ҫине вырӑнаҫтарнӑ: вӑл ӗмӗр-ӗмӗрне те хускалмӗ. |
|
| 6 |
|
| Тӗпсӗр шыв ӑна тумтирпе витнӗ пек витнӗ; тусем ҫинче шывсем тӑраҫҫӗ; |
|
| 7 |
|
| Эсӗ хӑтӑрса илнипе вӗсем чупаҫҫӗ, аслатийӳ сассине илтсе хӑвӑрт каяҫҫӗ; |
|
| 8 |
|
| тусем ҫине хӑпараҫҫӗ, айлӑмсене — Эсӗ вӗсем валли палӑртнӑ тӗле — анаҫҫӗ. |
|
| 9 |
|
| Эсӗ чиккине кӑтартнӑ, вӗсем унтан иртес ҫук, ҫӗре хуплама та каялла килес ҫук. |
|
| 10 |
|
| Эсӗ ҫӑлсене айлӑмсем тӑрӑх янӑ: тусем хушшипе [шывсем] юхаҫҫӗ, |
|
| 11 |
|
| пур тӗрлӗ хир кайӑкне те шӑвараҫҫӗ; хир ашакӗсем ӗҫсе ӑшне кантараҫҫӗ. |
|
| 12 |
|
| Вӗсен таврашӗнче вӗҫен кайӑксем пурӑнаҫҫӗ, туратсем хушшинче чӗвӗлтетеҫҫӗ. |
|
| 13 |
|
| Эсӗ тусене ҫӳлтен шӑваратӑн, Санӑн ӗҫӳсенӗн ырӑлӑхӗпе ҫӗр тӑранать. |
|
| 14 |
|
| Ҫӗртен ҫимӗҫ кӑлармашкӑн Эсӗ выльӑх-чӗрлӗх валли курӑк ӳстеретӗн, ӗҫ ӗҫлемешкӗн этем валли калча ҫитӗнтеретӗн, |
|
| 15 |
|
| этем чунне савӑнтаракан эрех, унӑн сӑнне ҫутатакан йывӑҫ ҫӑвӗ, этем чӗрине вӑй кӗртекен ҫӑкӑр пултаратӑн. |
|
| 16 |
|
| Ҫӳлхуҫа йывӑҫӗсем — Вӑл лартнӑ Ливан кедрӗсем — шывран тӑранаҫҫӗ; |
|
| 17 |
|
| вӗсем ҫинче кайӑксем йӑва ҫавӑраҫҫӗ: чӑрӑшсем ҫинче — аист йӑви, |
|
| 18 |
|
| ҫӳллӗ тусем ҫинче — ту качакисем; чул хысаксем — мулкачсене пытанмашкӑн. |
|
| 19 |
|
| Уйӑха Вӑл вӑхӑт кӑтартмашкӑн пултарнӑ, хӗвел те хӑй анӑҫне пӗлет. |
|
| 20 |
|
| Эсӗ сӗмлӗхе саратӑн та — каҫ пулать: вӑл вӑхӑтра вӑрманти пӗтӗм тискер кайӑк ҫӳрет; |
|
| 21 |
|
| арӑслансем тупӑшшӑн ахӑраҫҫӗ, хӑйсем валли Турӑран апат ыйтаҫҫӗ. |
|
| 22 |
|
| Хӗвел тухать те — вӗсем пуҫтарӑнса шӑтӑкне кӗрсе выртаҫҫӗ; |
|
| 23 |
|
| этем хӑй ӗҫне тума тухать, мӗн каҫченех хӑйӗн ӗҫӗпе аппаланать. |
|
| 24 |
|
| Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн ӗҫӳсем ытла та нумай-ҫке! Эсӗ пурне те ӑслӑлӑхпа пултарнӑ; ҫӗр Эсӗ мӗн пултарнипе тулнӑ. |
|
| 25 |
|
| Акӑ тинӗс — аслӑ та сарлака вӑл: унта чӗрчунсем кӗшӗлтетеҫҫӗ, вӗтти те, шултӑри те — имӗ-сумӗ те ҫук; |
|
| 26 |
|
| унта карапсем ишсе ҫӳреҫҫӗ, унта — Эсӗ тинӗсре вылямашкӑн пултарнӑ ҫав левиафан та. |
|
| 27 |
|
| Пурте вӗсем Санран кирлӗ вӑхӑтра апат парасса кӗтеҫҫӗ. |
|
| 28 |
|
| Паратӑн та — илеҫҫӗ, аллуна уҫатӑн та — ырӑлӑхупа тӑранаҫҫӗ; |
|
| 29 |
|
| Хӑвӑн сӑнна кӑтартмастӑн та — аптӑраса ӳкеҫҫӗ, сывлан сывлӑшне илетӗн те — вилеҫҫӗ, каллех тӑпра пулаҫҫӗ; |
|
| 30 |
|
| Хӑвӑн сывлӑшна яратӑн та — чӗрӗлеҫҫӗ, ҫапла Эсӗ ҫӗр питне ҫӗнететӗн. |
|
| 31 |
|
| Ҫӳлхуҫана ӗмӗрех мухтав пултӑр; Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ӗҫӗсемшӗн савӑнтӑр! |
|
| 32 |
|
| Вӑл ҫӗр ҫине пӑхать те — ҫӗр чӗтренет; тусене сӗртӗнет те — вӗсенчен тӗтӗм тухать. |
|
| 33 |
|
| Ӗмӗрӗм тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлам, хам пурӑннӑ чухне Туррӑма кӗвӗ каласа мухтам. |
|
| 34 |
|
| Манӑн юррӑм Ӑна кӑмӑллӑ пулинччӗ; вара эпӗ Унпа пӗрле савӑнӑп. |
|
| 35 |
|
| Ҫылӑхлӑ ҫынсем ҫӗр ҫинчен ҫухалччӑр, йӗркесӗр ҫынсем малашне ан пулччӑр. Эй чунӑм, Ҫӳлхуҫана мухта! Аллилуия! Мухтав: |
|
|
|
|