БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Эй Ҫӳлхуҫа чурисем, мухтӑр, Ҫӳлхуҫа ятне мухтӑр. |
| 2 |
| Ҫӳлхуҫа ячӗ кунтан малашне те ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ пултӑр. |
| 3 |
| Тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫитиччен Ҫӳлхуҫа ятне аслӑлаҫҫӗ. |
| 4 |
| Ҫӳлхуҫа пур халӑхсенчен те аслӑ, Унӑн мухтавлӑхӗ тӳперен те ҫӳллӗ. |
| 5 |
| Пирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр евӗрли кам пултӑр? Вӑл, ҫӳлте пурӑнаканскер, |
| 6 |
| ҫӗрпе пӗлӗт ҫине пӑхмашкӑн пӗшкӗнет; |
| 7 |
| кӗлмӗҫе ҫӗртен йӑтса тӑратать, тислӗк вырӑнне юлнӑ мӗскӗне асла кӑларать, |
| 8 |
| ӑна пуҫлӑхсемпе, Хӑй халӑхӗн пуҫлӑхӗсемпе пӗрле лартать; |
| 9 |
| ача туман арӑма кил-ҫуртра ачи-пӑчипе савӑнакан амӑшӗ туса усрать. Аллилуия! |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/psalms/112.mp3
150
112