×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 115

1
«Касӑлса ҫитрӗм» тенӗ чухне те эпӗ ӗненеттӗм.
2
Ӑнран кайнӑ вӑхӑтра каларӑм: пур ҫын та ултавҫӑ, терӗм.
3
Хама кӑтартнӑ мӗнпур ырӑлӑхшӑн Ҫӳлхуҫана мӗнле тав тӑвам-ши?
4
Ҫӑлӑнӑҫ курки тытам та Ҫӳлхуҫа ятне асӑнам.
5
Хам асӑннине Ҫӳлхуҫана Унӑн пӗтӗм халӑхӗ умӗнче кӳрем.
6
Ҫӳлхуҫа умӗнче Унӑн сӑваплӑ ҫыннисенӗн вилӗмӗ хаклӑ!
7
Эй Ҫӳлхуҫамӑм! эпӗ — Санӑн чуру, эпӗ — Санӑн чуру, Сан чурун ывӑлӗ; Эсӗ манӑн тӑллӑмсене салтса ятӑн.
8
Сана мухтав парни кӳрем, Ҫӳлхуҫа ятне асӑнам.
9
Хам асӑннине Ҫӳлхуҫана Унӑн пӗтӗм халӑхӗ умӗнче,
10
Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн картишӗнче, эй Иерусалим, санӑн хутлӑхунта кӳрем! Аллилуия.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки