БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Давид псаломӗ. |
| 2 |
| Эй Ҫӳлхуҫа, хӑҫанччен мана пачах манса тӑрӑн-ши? Хӑвӑн сӑнна хӑҫанччен мана кӑтартмасӑр тӑрӑн-ши? |
| 3 |
| Чунӑмӑн хӑҫанччен хурлӑх тӳсмелле-ши, чӗремӗн хӑҫанччен кунӗпе [те ҫӗрӗпе] асапланмалла-ши? Хӑҫанччен тӑшманӑм манран ҫӳлерех тӑрӗ-ши? |
| 4 |
| Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, хӗрхенсе пӑхсам, илтсем мана! Куҫӑма уҫсам, вилмеллех ҫывӑрса ан каям; |
| 5 |
| тӑшманӑм: «эпӗ ӑна ҫӗнтӗм» тесе ан калайтӑр. Такӑнассӑм пулсассӑн, мана хӗсӗрлекенсем ан савӑнайччӑр. |
| 6 |
| Эпӗ Санӑн ырӑлӑхна шанатӑп; Эсӗ ҫӑлнӑшӑн чӗрем савӑнӗ манӑн; хама ырӑлӑх тӑвакан Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑп, [Ҫӳлти Туррӑн ятне юрласа мухтӑп]. |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/psalms/012.mp3
150
12