БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫӳлхуҫана шанакансем — Сион тӑвӗ пек: вӗсем ӳкмӗҫ, ӗмӗрех тӗреклӗ тӑрӗҫ. |
| 2 |
| Иерусалим тавра — тусем, Ҫӳлхуҫа вара — малашне те ӗмӗр-ӗмӗрех Хӑйӗн халӑхӗ тавра. |
| 3 |
| Тӳрӗ ҫынсем хӑйсен аллине йӗркесӗр ӗҫ енне ан тӑсчӑр тесе Ҫӳлхуҫа тӳрӗ ҫынсен шӑпине усал ҫынсен туйи айне хӑвармӗ. |
| 4 |
| Эй Ҫӳлхуҫа, ырӑ ҫынсене, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене ырӑлӑх ту; |
| 5 |
| хӑйсен кукӑр ҫулӗ ҫине илӗртсе каякансене Ҫӳлхуҫа йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансемпе пӗрле ҫӳреме хӑвартӑр. Израиле канӑҫлӑх пултӑр! |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/psalms/124.mp3
150
124