×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 129

1
Сана чунтан-вартан тархаслатӑп, Ҫӳлхуҫамӑм.
2
Ҫӳлхуҫамӑм! сассӑма илтсемччӗ. Йӑлӑнакан сассӑма Санӑн хӑлху тимлӗ илтинччӗ.
3
Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ ҫылӑхлӑ ӗҫсене шута илес пулсассӑн, эй Ҫӳлхуҫа! кам чӑтса тӑрайӗ?
4
Анчах Эсӗ каҫаратӑн, Санӑн умӑнта хӑраса тӑччӑр.
5
Ҫӳлхуҫана шанатӑп, чунӑм шанать; Унӑн сӑмахне шанса тӑратӑп.
6
Манӑн чунӑм Ҫӳлхуҫана кӗтет — хуралҫӑсем тул ҫутӑласса кӗтнинчен ытларах, хуралҫӑсем тул ҫутӑласса кӗтнинчен ытларах кӗтет.
7
Израиль Ҫӳлхуҫана шанса тӑтӑр: ырӑлӑх — Ҫӳлхуҫара, йӑлтах хӑтарасси те — Унра,
8
Вӑл Израиле хӑтарӗ, пур ҫылӑхлӑ ӗҫӗнчен те хӑтарӗ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки