×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 136

1
Вавилон шывӗсем хӗрринче, — эпир ҫавӑнта лараттӑмӑр, — Сиона аса илсе йӗреттӗмӗр;
2
хамӑр арфӑсене унти хӑвасем ҫине ҫакса хураттӑмӑр.
3
Ҫавӑнта пире тыткӑнра тытакансем пире юрлама хушатчӗҫ, пире хӗсӗрлекенсем хӑйсене савӑклантарма хушатчӗҫ: «Сион юррисене юрласа кӑтартӑр-ха пире» теетчӗҫ.
4
Ют ҫӗршывра Ҫӳлхуҫа юррисене пирӗн епле юрлас-ха?
5
Ах, Иерусалим, сана манас пулсассӑн, сылтӑм аллӑм хӑрса лартӑр;
6
сана асӑмран ярсассӑн, хам савӑннӑ чухне пуринчен ытла Иерусалима асӑнмасассӑн чӗлхем пыр тӗпне ҫыпӑҫӑнса лартӑр.
7
Эй Ҫӳлхуҫа, Эдом ывӑлӗсене Иерусалим кунне аса илтерсемччӗ, вӗсем ун чухне: «аркатӑр, тӗпӗ-йӗрӗпех аркатӑр» тесе тӑчӗҫ.
8
Эй Вавилон хӗрӗ, эй тустаруҫӑ! пире ҫапла тунӑшӑн сана тивӗҫлипе тавӑраканӗ телейлӗ!
9
Санӑн ачу-пӑчуна тыта-тыта чул ҫумне ҫапса вӗлерекенӗ телейлӗ! Мухтав:
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки