БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Эй Турӑ, Сана пӗтӗм чӗререн аслӑлатӑп, Сана турӑсем умӗнче кӗвӗ каласа мухтатӑп, [Эсӗ манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм мӗн каланине пурне те илтрӗн]. |
| 2 |
| Санӑн сӑваплӑ Ҫуртна ӳксе пуҫҫапатӑп, Санӑн ырӑлӑхушӑн, Эсӗ шанчӑклӑ пулнӑшӑн Санӑн ятна аслӑлатӑп: Эсӗ Хӑвӑн сӑмахна Хӑвӑн пур ятунтан та ытларах чапа кӑлартӑн. |
| 3 |
| Эпӗ Сана тархасланӑ кун Эсӗ мана илтрӗн, манӑн чунӑма вӑй-хал кӳтӗн. |
| 4 |
| Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ каланӑ сӑмахсене илтсессӗн ҫӗр ҫинчи патшасем пурте Сана аслӑласа тӑрӗҫ, |
| 5 |
| Ҫӳлхуҫа ҫулӗсене мухтаса юрлӗҫ: Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ — аслӑ. |
| 6 |
| Ҫӳлхуҫа — ҫӳлте: Вӑл йӑвашшине те курса тӑрать, мӑнаҫлине те аякранах паллать. |
| 7 |
| Эпӗ инкек-синкек витӗр кайӑп-и — Эсӗ мана чӗртӗн, тӑшманӑмсен хаярлӑхне хирӗҫ аллуна тӑсӑн та — Санӑн сылтӑм аллу мана хӑтарӗ. |
| 8 |
| Маншӑн Ҫӳлхуҫа туса ҫитерӗ! эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн ырӑлӑху ӗмӗр-ӗмӗре: Хӑвӑн аллу ӗҫӗсене ан пӑрахсамччӗ. |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/psalms/137.mp3
150
137