×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 143

1
Аллӑмсене вӑрҫӑ вӑрҫма, пӳрнемсене ҫапӑҫма вӗрентекен Ҫӳлхуҫамӑм, манӑн тӗрекӗм, мухтавлӑ.
2
Вӑл мана хӗрхенет, Вӑл — манӑн хӳттӗм, тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, мана Хӑтараканӗ, манӑн хулканӑм, — эпӗ Ӑна шанатӑп; Вӑл халӑхсене мана пӑхӑнтарса тӑрать.
3
Эй Ҫӳлхуҫа! ҫын мӗнех вӑл? — Эсӗ ӑна пӗлетӗн; мӗнех вара вӑл этем ывӑлӗ? — Эсӗ уншӑн тӑрӑшатӑн.
4
Этем — варкӑш пек; унӑн кунҫулӗ — шуса иртекен ӗмӗлке пек.
5
Эй Ҫӳлхуҫа! Пӗлӗтне тайӑлтар та — аяла ан; тусене сӗртӗн те — вӗсенчен тӗтӗм мӑкӑрланса тухӗ;
6
ҫиҫӗмне ҫиҫтер те — салатса яр вӗсене; уххусемпе пер те — ҫыхлантарса ӳкер вӗсене;
7
ҫӳлтен аллуна тӑс та — хӑтар мана, пысӑк шывсенчен, ют ӑру ывӑлӗсен аллинчен ҫӑл мана:
8
вӗсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ пушӑ сӑмах калаҫать, вӗсенӗн сылтӑм алли — ултав алли.
9
Эй Турӑҫӑм! Сана ҫӗнӗ юрӑ юрласа мухтам, Сана вунӑ хӗлӗхлӗ псалтирь каласа мухтам:
10
Эсӗ патшасене ҫӑлӑнӑҫ паратӑн, Хӑвӑн Давид чуруна хаяр хӗҫрен хӑтаратӑн.
11
Ют ӑру ывӑлӗсен аллинчен хӑтарсам мана, ҫӑлсам мана: вӗсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ пушӑ сӑмах калаҫать, вӗсенӗн сылтӑм алли — ултав алли.
12
Пирӗн ывӑлӑмӑрсем сарӑлса ӳсекен ҫамрӑк йывӑҫ пек пулччӑр; пирӗн хӗрӗмӗрсем керменри чеченленӗ юпа пек пулччӑр.
13
Пирӗн кӗлетсем туп-тулли пулччӑр, унта тӗрлӗ тырӑ иксӗлми пултӑр; хамӑр улӑхсенче пирӗн сурӑхсем пинӗ-пинӗпе, тӗменӗ-тӗменӗпе ӗрчеччӗр;
14
пирӗн вӑкӑрсем самӑр пулччӑр; пирӗн урамсенче ҫаратасси те, ҫухатасси те, кӑшкӑрасси те, йӗресси те ан пултӑр.
15
Ҫавӑн пек пурӑнакан халӑх телейлӗ. Ҫӳлхуҫана хӑйсенӗн Турри тунӑ халӑх телейлӗ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки