×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 145

1
Эй чунӑм, Ҫӳлхуҫана мухта!
2
Хам пурӑннӑ чухне Ҫӳлхуҫана мухтаса тӑрам; хам чӗрӗ чухне Туррӑма мухтаса юрлам.
3
Пуҫлӑхсене ан шанӑр, этем ывӑлне ан шанӑр — вӑл ҫӑлас ҫук.
4
Чунӗ-чӗмӗ тухать те унӑн, вӑл каллех ҫӗре кӗрет: ҫав кун унӑн [пӗтӗм] шухӑшланӑ шухӑшӗ пӗтет.
5
Хӑйне Иаков Турри пулӑшакан ҫын телейлӗ: вӑл хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Туррине —
6
тӳпепе ҫӗре, тинӗсе, унта мӗн пуррине пултарнӑ, ӗмӗрӗпе тӳрӗлӗхне упракан,
7
мӗскӗнсене тӳрре кӑларакан, выҫӑхнисене ҫӑкӑр паракан Турра — шанса пурӑнать. Ҫӳлхуҫа касмӑкрисене ирӗке кӑларать,
8
Ҫӳлхуҫа суккӑрсенӗн куҫне уҫать, Ҫӳлхуҫа пӗкӗрӗлсе аннисене тӑратать, Ҫӳлхуҫа тӳрӗ ҫынсене юратать.
9
Ҫӳлхуҫа ютран килнисене сыхлать, тӑлӑха, тӑлӑх арӑма хунтӑлать, усал ҫынсенӗн ҫулне пӑтраштарать.
10
Ҫӳлхуҫа ӗмӗрех патшара ларӗ, эй Сион, санӑн Турру — сыпӑкран сыпӑка. Аллилуия.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки