БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫӳлхуҫана мухтаса ҫӗнӗ юрӑ юрлӑр; Ӑна сӑваплисен пухӑвӗнче мухтаччӑр. |
| 2 |
| Израиль хӑйне Пултараканӗшӗн савӑнтӑр; Сион ывӑлӗсем хӑйсен Патшишӗн хавасланччӑр. |
| 3 |
| Унӑн ятне ташласа мухтаччӑр, Ӑна тӳнкӗр ҫапса, кӗсле каласа мухтавлаччӑр: |
| 4 |
| Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне кӑмӑллать, йӑвашшисене ҫӑлса асла кӑларать. |
| 5 |
| Сӑваплисем мухтава тухчӑр, выртнӑ вырӑнӗ ҫинче савӑнччӑр. |
| 6 |
| Вӗсенӗн чӗлхи вӗҫӗнче Ҫӳлхуҫана мухтасси пултӑр, вӗсенӗн аллинче икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫ пултӑр: |
| 7 |
| вӗсем ӗнтӗ халӑхсене тавӑрассине, ӑрусене хаса парассине туччӑр, |
| 8 |
| вӗсенӗн патшисене тӑллаччӑр, аслӑ улпучӗсене тимӗрпе тимӗрлеччӗр, |
| 9 |
| вӗсене Турӑ ҫырӑвӗнчи сутпа айӑплаччӑр. Ку чыслӑх Унӑн мӗнпур сӑваплӑ ҫыннине тивӗҫлӗ. Аллилуия. |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/psalms/149.mp3
150
149