×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 15

1
Эй Турӑ, сыхласам мана: эпӗ Сана шанатӑп.
2
Ҫӳлхуҫана каларӑм: Эсӗ — манӑн Ҫӳлхуҫамӑм; маншӑн Санран ытла ырри ҫук, терӗм.
3
Манӑн пӗтӗм чун-чӗрем ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ ҫынсем енне, Санӑн ытарайми ҫыннусем енне ӑнтӑлать.
4
Ют турӑ патне васкакансен хӗн-асапӗ хушӑнса пытӑр; эпӗ вӗсем пек юнлӑ парне кӳрсе юн тӑкмӑп, вӗсен ячӗсене чӗлхе-ҫӑварӑмпа та асӑнмӑп.
5
Манӑн еткерӗм, манӑн пайӑм — Ҫӳлхуҫа. Манӑн шӑпама Эсӗ тытса тӑратӑн.
6
Манӑн чикӗсем паха ҫӗр ҫийӗн тӑсӑлаҫҫӗ, еткерӗм питех те кӑмӑллӑ маншӑн.
7
Хама ӑстӑн панӑ Ҫӳлхуҫана тав тӑвӑп; ӑшӑм-чиккӗм мана ҫӗр варринче те вӗрентет.
8
Ҫӳлхуҫана эпӗ яланах умӑмра курса тӑтӑм: Вӑл — манӑн сылтӑм енче; такӑнассӑм ҫук.
9
Ҫавӑнпа чун-чӗрем хӗпӗртерӗ, чӗлхем хавасланчӗ; шанӑҫлӑ тӑнипе ӳтӗм те канӑҫлӑ пулӗ:
10
Эсӗ манӑн чунӑма тамӑкра хӑвармӑн, Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннуна ҫӗрсе кайма памӑн.
11
Эсӗ мана пурӑнӑҫ ҫулне кӑтартӑн: Санӑн умӑнта тулли савӑнӑҫпа савӑнӑп, Санӑн сылтӑм аллунта — ӗмӗрлӗх телей.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки