×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 16

1
Эй Ҫӳлхуҫа, [манӑн] тӳрӗлӗхӗме илтсем, эпӗ йӗрсе йӑлӑннине тӑнласам, суясӑр чӗлхе-ҫӑварӑмпа тунӑ кӗллӗме хапӑл тусам.
2
Маншӑн Санӑн суту ҫиттӗр; Санӑн куҫу тӗрӗслӗхе куртӑр.
3
Эсӗ манӑн чӗрене сӑнарӑн, мана ҫӗрле те килсе пӑхрӑн, тӗрӗслерӗн мана — нимӗн те тупаймарӑн; манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм шухӑшӑмпа килӗшӳллӗ.
4
Эсӗ каланӑ сӑмаха астуса, этем ӗҫӗ-хӗлӗнче эпӗ хама хам сыхларӑм, хӗсӗрлекен ҫын ҫулӗпе каймарӑм.
5
Манӑн урана Хӑвӑн ҫулусем ҫине тӗреклӗ тӑрат, ура ан такӑнтӑр, ан шутӑр.
6
Эй Турӑ, Эсӗ мана илтетӗн, ҫавӑнпа Сана тархаслатӑп; хӑлхуна ман еннелле тайсам, манӑн сӑмахсене илтсем.
7
Хӑвӑн тӗлӗнмелле ырӑлӑхна кӑтартсам; [Хӑвна] шанакансене Хӑвӑн сылтӑм аллуна хирӗҫ тӑракансенчен Ҫӑлакан,
8
куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек сыхӑ усрасам мана; хама тапӑнакан усал ҫынсенчен, чун-чӗрем тӑшманӗсенчен, хупӑрласа илнӗ тӑшмансенчен, Хӑвӑн ҫунату хӳттине илсемччӗ мана:
9
10
вӗсенӗн чӗри ҫу ӑшне путнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗпе мӑнаҫлӑн калаҫаҫҫӗ.
11
Мана халӗ кашни утӑмра хупӑрлаҫҫӗ; ҫӗре ӳкересшӗн мана куҫран ямаҫҫӗ;
12
вӗсем выҫӑхса ҫитнӗ арӑслан евӗрлӗ, вӑрттӑн ҫӗрте пытанса ларакан ҫамрӑк арӑслан евӗрлӗ.
13
Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӗклен, вӗсем мана ӳкериччен вӗсене хӑйсене ӳкер. Чунӑма усал ҫын аллинчен Хӑвӑн хӗҫӳпе хӑтар,
14
эй Ҫӳлхуҫа, ҫав ҫынсенчен, ҫак тӗнче ҫыннисенчен, ҫак пурӑнӑҫ ҫинчен ҫеҫ шухӑшлакансенчен Хӑвӑн аллупа хӑтарсам мана; вӗсенӗн хырӑмне Эсӗ Хӑвӑн иксӗлми пӳлмӳрен тултаратӑн; вӗсенӗн ывӑлӗсем тутӑ, хӑйсенчен мӗн юлнине вӗсем ачисене парса хӑварӗҫ.
15
Эпӗ вара Сан ҫине хамӑн тӳрӗлӗхӗмпе пӑхса тӑрӑп; вӑрансассӑн, Санӑн сӑнна курса тӑранӑп. Мухтав:
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки