БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Давид псаломӗ. |
| 2 |
| Хурлӑхлӑ кун ҫитсессӗн Ҫӳлхуҫа сана илттӗр, сана Иаков Туррийӗн ячӗ сыхлатӑр. |
| 3 |
| Хӑйӗн Сӑваплӑ Ҫуртӗнчен сан валли пулӑшу ятӑр, Сион ҫинчен тӗреклӗлентертӗр сана. |
| 4 |
| Эсӗ кӳнӗ парнесене пурне те асне илтӗр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса панӑ парнӳ Ӑна кӑмӑллӑ пултӑр. |
| 5 |
| [Ҫӳлхуҫа] сана ху ӗмӗтленнине патӑр, ху тӑвас тенине пурне те туса ҫитертӗр. |
| 6 |
| Эпир эсӗ ҫӑлӑннӑшӑн савӑнӑпӑр, Туррӑмӑр ячӗпе ялав ҫӗклӗпӗр. Эсӗ мӗн ыйтнине Ҫӳлхуҫа пурне те туса ҫитертӗр. |
| 7 |
| Халӗ пӗлтӗм ӗнтӗ: Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ҫу сӗрнӗ ҫыннине ҫӑлать, ӑна Хӑйӗн сӑваплӑ пӗлӗчӗ ҫинчен илтсе сылтӑм аллийӗн хӑвачӗпе ҫӑлӑнӑҫ парать. |
| 8 |
| Хӑшӗ — ҫар урапипе, хӑшӗ учӗпе мухтанать, эпир вара Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн ячӗпе мухтанатпӑр: |
| 9 |
| вӗсем чӑтса тӑраймарӗҫ, ӳксе пӗтрӗҫ, эпир сиксе тӑтӑмӑр, чанк тӑратпӑр. |
| 10 |
| Эй Ҫӳлхуҫа! патшана ҫӑлсамччӗ, [Хӑвна] тархасланӑ чухне илтсемччӗ пире. |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/psalms/019.mp3
150
19