БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Халӑхсем мӗншӗн пӑлханаҫҫӗ-ши, ӑрусем мӗншӗн кӑлӑх пулассине пуҫӑнаҫҫӗ-ши? |
| 2 |
| Ҫӗр патшисем Ҫӳлхуҫана хирӗҫ, Вӑл ҫу сӗрсе лартнӑ Патшана хирӗҫ тӑраҫҫӗ, пуҫлӑхсем пӗрле пухӑнса каварлашаҫҫӗ: |
| 3 |
| «вӗсенӗн тӑллине татса ывӑтар, вӗсенӗн сӑнчӑрне ҫапса аркатар» теҫҫӗ. |
| 4 |
| Ҫӳлте Пурӑнаканӗ вӗсенчен кулӗ, Ҫӳлхуҫа вӗсене намӑса хӑварӗ. |
| 5 |
| Ун чухне вӗсене ҫиллипе каласа, вӗсене хаярлӑхӗпе шуйхатса ӳкерӗ: |
| 6 |
| «Хамӑн Патшама Хамӑн сӑваплӑ Сион тӑвӗн патшине Эпӗ лартрӑм; |
| 7 |
| Турӑ ирӗкне пӗлтеретӗп: Ҫӳлхуҫа Мана каларӗ: Эсӗ — Манӑн Ывӑлӑм; Эпӗ Сана паян ҫуратрӑм; |
| 8 |
| ыйт Манран — Сана халӑхсене еткерлӗхе парӑп, ҫӗре вӗҫӗ-хӗррипех Сан аллуна парӑп. |
| 9 |
| Эсӗ вӗсене тимӗр туюпа парӑнтарӑн; вӗсене тӑм савӑт-сапа пек ҫапса салатӑн» терӗ. |
| 10 |
| Эй патшасем, тӑна кӗрӗр; эй ҫӗр тӳрисем, ӑнласа илӗр! |
| 11 |
| Ҫӳлхуҫашӑн хӑраса ӗҫлесе тӑрӑр, [Унӑн умӗнче] йӑвашшӑн савӑнса тӑрӑр. |
| 12 |
| Унӑн Ывӑлне хисеплӗр — Вӑл сире ан ҫиллентӗр, сирӗн хӑвӑр ҫулӑр ҫинче пӗтмелле ан пултӑр: акӑ Унӑн ҫилли часах хыпса илӗ. Ӑна шанакансем пурте телейлӗ. Мухтав: |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/psalms/002.mp3
150
2