×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 23

1
Ҫӗр те, ӑна тулли тӑваканӗсем те, тӗнче те, тӗнчере пурӑнаканӗсем те — пурте Ҫӳлхуҫанӑн:
2
ҫӗре Вӑл тинӗссем ҫине вырӑнаҫтарнӑ, юханшывсем ҫине тӗреклӗ лартнӑ.
3
Ҫӳлхуҫа тӑвӗ ҫине кам улӑхайӗ, Унӑн сӑваплӑ вырӑнӗнче кам тӑма пултарайӗ?
4
Айӑпсӑр алӑлли, таса чӗрелли, [ҫывӑх ҫыннине] хӑйӗн чунӗпе кӑлӑхах тупа туманни, улталаса чунлашманни —
5
ҫавӑ Ҫӳлхуҫаран пиллӗх илӗ, Турӑран, хӑйне Ҫӑлаканран, ырӑлӑх курӗ.
6
Турра шыракансенӗн, Санӑн сӑнна шыракансенӗн йӑхӗ ҫавӑн пек, эй Иаков Турри!
7
Эй хапхасем, ҫийӗрсене ҫӗклӗр, эй ӗмӗрхи алӑксем, ҫӗкленӗр — мухтав Патши кӗрет!
8
Кам ҫав мухтав Патши? — тӗреклӗ, хӑватлӑ Ҫӳлхуҫа, вӑрҫӑра паттӑр Ҫӳлхуҫа.
9
Эй хапхасем, ҫийӗрсене ҫӗклӗр, эй ӗмӗрхи алӑксем, ҫӗкленӗр — мухтав Патши кӗрет!
10
Кам ҫав мухтав Патши? — ҫӳлти ҫарсенӗн Ҫӳлхуҫи, Ҫавӑ — мухтав Патши. Мухтав:
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки