×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 24

1
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, чунӑмпа Сан патналла ҫӗкленетӗп.
2
Эй Турӑҫӑм! Сана шанатӑп, [ӗмӗрне те] намӑс курмӑпинччӗ, тӑшманӑмсем манран кулаймӗҫинччӗ,
3
Сана шанакансем те пӗри те намӑс курмӗҫинччӗ; кӑлӑхах йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем намӑса юлӗҫинччӗ.
4
Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн ҫулусене кӑтарт мана, Хӑвӑн сукмакусене вӗрент мана.
5
Хӑвӑн чӑнлӑху енне яр мана, вӗрентсе ҫитер мана: Эсӗ — мана ҫӑлакан Турӑ; кирек хӑҫан та Сана шанса тӑратӑп.
6
Эй Ҫӳлхуҫа, Ху ӗмӗртенпех уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине, ырӑлӑх кӑтартса тӑнине асна илсемччӗ.
7
Ҫамрӑк чухнехи ҫылӑхӑмсене, йӗркесӗр ӗҫӗмсене ан асӑнсам; эй Ҫӳлхуҫа, Ху ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑран, хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран асна илсемччӗ мана!
8
Ҫӳлхуҫа ырӑ та тӳрӗ, ҫавӑнпа Вӑл ҫылӑхлӑ ҫынсене тӗрӗс ҫул ҫине тӑратать,
9
йӑвашшисене тӳрӗлӗх енне ярать, йӑвашшисене Хӑйӗн ҫулӗсемпе ҫӳреме вӗрентет.
10
Ҫӳлхуҫа халалне, Вӑл пӗлтернине уяса пурӑнакансемшӗн Ҫӳлхуҫа ҫулӗсем — пурте ырӑлӑх та чӑнлӑх.
11
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ ҫылӑха кӗнине Хӑвӑн ятушӑн каҫарсам: ҫылӑхӑм питӗ пысӑк.
12
Ҫӳлхуҫаран хӑракан ҫын кам вӑл? Ҫӳлхуҫа ӑна хӑш ҫула суйламаллине кӑтартӗ.
13
Унӑн чунӗ ырӑлӑхра пулӗ, унӑн вӑрлӑхне ҫӗр тивӗ.
14
Ҫӳлхуҫанӑн вӑрттӑнлӑхӗ — Унран хӑракансем валли, Вӑл Хӑйӗн халалне ҫавсене пӗлтерет.
15
Куҫӑмпа яланах Ҫӳлхуҫа енне тӗмсӗлетӗп: Вӑл манӑн урана танатаран вӗҫертет.
16
Ман ҫине пӑхсам, хӗрхенсем мана: эпӗ — тӑр-пӗччен, эпӗ тертленетӗп.
17
Чӗрем сехмечӗсем нумайланчӗҫ; асапӑмсенчен хӑтарсам мана,
18
эпӗ асапланнине, халран кайнине курсам, пур ҫылӑхӑма та каҫарсам.
19
Тӑшманӑмсем ҫине пӑхсам: епле йышлӑ вӗсем, мана епле хаяррӑн кураймаҫҫӗ вӗсем.
20
Чунӑма сыхласам, хӑтарсам мана, Сана шанса тӑнӑшӑн намӑс курмӑпинччӗ.
21
Айӑпсӑр пулни, тӳрӗ пулни сыхлатӑр мана: эпӗ Сана шанса тӑратӑп.
22
Эй Турӑҫӑм, Израиль халӑхне пӗтӗм асапӗнчен хӑтарсамччӗ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки