БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫӳлхуҫа — манӑн ҫуттӑм, манӑн ҫӑлӑнӑҫӑм: манӑн камран хӑрас? Ҫӳлхуҫа — пурӑнӑҫӑмӑн тӗрекӗ: манӑн камран сехӗрленес? |
| 2 |
| Усал ӗҫ тӑвакансем, мана хирӗҫ тӑракансем, манӑн тӑшманӑмсем ӳтӗме ҫисе ярас тесе мана тапӑнсассӑн хӑйсемех такӑнса ӳксе пӗтӗҫ. |
| 3 |
| Мана ҫар тапӑнас пулсассӑн та чӗрем шикленмӗ; мана хирӗҫ вӑрҫӑ хускалсассӑн та пӗрех шанса тӑрӑп. |
| 4 |
| Эпӗ Ҫӳлхуҫаран пӗр ҫакна ҫеҫ ыйтрӑм, ҫакна ҫеҫ ӗмӗтленетӗп: ӗмӗрӗм тӑршшӗпе куллен-кунах Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче пуласчӗ, Ҫӳлхуҫа илемне курса тӑрасчӗ, Унӑн [сӑваплӑ] Керменне ҫӳресчӗ: |
| 5 |
| хӗн-асаплӑ кунӑмра Вӑл мана Хӑйӗн кӗлӗ чатӑрӗнче пытарӗччӗ, Хӑй пурӑнакан вырӑнта, шалта, пытарӗччӗ, мана чул хысак ҫине тӑратӗччӗ. |
| 6 |
| Вара хама хупӑрлакан тӑшмансем умӗнче пуҫӑма ҫӗклӗттӗм эпӗ; Унӑн кӗлӗ чатӑрӗнче мухтав парнийӗ кӳрӗттӗм, Ҫӳлхуҫана кӗвӗ каласа, аслӑласа мухтӑттӑм. |
| 7 |
| Эй Ҫӳлхуҫа, тархасланӑ сассӑма илтсем, ҫырлахсам мана, тӑнласам мана. |
| 8 |
| Чӗрем Санӑн сӑмахна калать: «Манӑн сӑнӑма шырӑр» теет; эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ Санӑн сӑнна шырам. |
| 9 |
| Хӑвӑн сӑнна манран ан пытарсам; Хӑвӑн чуруна ҫиллӳпе тӗртсе ан ярсам. Эсӗ мана пулӑшаканччӗ; эй Турӑҫӑм, Ҫӑлаканӑм! ан пӑрах мана, пӑрахса ан кай мана! |
| 10 |
| Мана ӗнтӗ аттем те, аннем те пӑрахрӗ, анчах Ҫӳлхуҫамӑм хапӑл тӑвӗ мана. |
| 11 |
| Эй Ҫӳлхуҫа, тӑшманӑмсене кура Хӑвӑн ҫулупа пыма вӗрент мана, тӳрӗ сукмакпа илсе кай мана; |
| 12 |
| тӑшманӑмсен аллине ан пар мана: мана суя кӳнтеленсем тапӑнаҫҫӗ, вӗчӗ тытса тӑраҫҫӗ. |
| 13 |
| Эпӗ вара чӗррисен ҫӗрӗ ҫинче Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхне курасса шанатӑп. |
| 14 |
| Ҫӳлхуҫана шан, ҫирӗп пул, чӗрӳ тӗреклӗленсе пытӑр, Ҫӳлхуҫана шан. Мухтав: |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/psalms/026.mp3
150
26