БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Давид псаломӗ, Авессаломран — хӑйӗн ывӑлӗнчен — тарнӑ чухне йӑлӑнни. |
| 2 |
| Эй Ҫӳлхуҫа! тӑшманӑмсем мӗнле йышлӑланчӗҫ! Нумайӑшӗ мана тапӑнать; |
| 3 |
| нумайӑшӗ манӑн чунӑма: «ӑна Турӑ ҫӑлмасть ӗнтӗ» тет. |
| 4 |
| Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ — ман умри хулканӑм, манӑн мухтавӑм, Эсӗ манӑн пуҫӑма ҫӗклентеретӗн. |
| 5 |
| Ҫӳлхуҫана тархасласа чӗнетӗп те — мана сӑваплӑ тӑвӗ ҫинчен илтет Вӑл. |
| 6 |
| Выртатӑп эпӗ, ҫывӑратӑп, тӑратӑп: мана Ҫӳлхуҫа хӳтӗлет. |
| 7 |
| Хама пур енчен те тапӑнакан пин-пин халӑхран эп хӑрамӑп. |
| 8 |
| Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӗклен! ҫӑлсам мана, Турӑҫӑм! Эсӗ манӑн тӑшманӑмсене пурне те питӗнчен ҫупатӑн, йӗркесӗр ҫынсен шӑлӗсене вататӑн. |
| 9 |
| Ҫӑлӑнӑҫ Ҫӳлхуҫаран килет. Санӑн пиллӗхӳ Хӑвӑн халӑхна ҫиттӗр. Мухтав: |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/psalms/003.mp3
150
3