БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Эй Ҫӳлхуҫа, манпа тавлашакансен тавӑҫне татса пар, манпа тытӑҫакансене парӑнтар; |
| 2 |
| хулканпа хурҫӑ тумна илсе мана пулӑшма ҫӗклен; |
| 3 |
| мана йӗрлекенсене хирӗҫ сӑнӑпа айпӑлти туртса кӑлар; манӑн чунӑма кала: «санӑн ҫӑлӑнӑҫу — Эпӗ!» те. |
| 4 |
| Манӑн чунӑма шыракансем намӑсланччӑр, мӑшкӑл курччӑр; мана усал сунакансем каялла тарччӑр, хисепрен тухчӑр; |
| 5 |
| вӗсем ҫил умӗнчи хывӑх пек пулччӑр, вӗсене Ҫӳлхуҫа Ангелӗ хӑваласа ятӑр; |
| 6 |
| вӗсен ҫулӗ тӗттӗм те шуҫлака пултӑр, Ҫӳлхуҫа Ангелӗ вӗсене хыҫран хӑвалатӑр: |
| 7 |
| айӑпӑм ҫук ҫӗртех вӗсем вӑрттӑн ман валли таната карчӗҫ, айӑпӑм ҫук ҫӗртех чунӑм валли шӑтӑк алтрӗҫ. |
| 8 |
| Вӗсен пӗр кӗтмен чухне пӗтмелле пултӑр, ман валли вӑрттӑн карнӑ танати вӗсене хӑйсене ҫаклаттӑр; ҫавӑнта пӗтмеллипех кӗрсе ӳкчӗр. |
| 9 |
| Манӑн чунӑм вара Ҫӳлхуҫашӑн савӑнӗ, Вӑл ҫӑлнӑшӑн хӗпӗртесе тӑрӗ. |
| 10 |
| Пӗтӗм шӑммӑм-шаккӑм ҫапла калӗ: «эй Ҫӳлхуҫамӑм! Сан пекки кам пултӑр тата? Эсӗ вӑйсӑррине вӑйлинчен хӑтаратӑн, чухӑнпа мӗскӗне хӑйсене ҫаратаканӗсенчен ҫӑлатӑн». |
| 11 |
| Мана хирӗҫ суя кӳнтеленсем тӑчӗҫ: манран хам пӗлменнине тӗпчеҫҫӗ; |
| 12 |
| ырӑшӑн мана усалпа тавӑраҫҫӗ, вӗсем манӑн чунӑма тытасшӑн. |
| 13 |
| Вӗсем чирленӗ чухне эпӗ хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса ҫӳрерӗм, типӗ тытса чунӑма мӗскӗнлетрӗм, манӑн кӗллӗм хам ӑшӑмах таврӑнатчӗ. |
| 14 |
| Вӗсене юлташӑм, тӑванӑм вырӑнне хурса хурланаттӑм; амӑшӗшӗн йӗрекен пек хуйхӑрса, пуҫӑма чиксе ҫӳреттӗм. |
| 15 |
| Эпӗ такӑннӑ чухне вӗсем савӑнатчӗҫ, пӗрле пухӑнатчӗҫ, мана ҫиекенсем пӗрле пухӑнатчӗҫ, эпӗ вӗсене палламастӑм та, вӗсем хӑртатчӗҫ мана, чарӑна пӗлместчӗҫ; |
| 16 |
| мана сӑнатчӗҫ, мӑшкӑллатчӗҫ, мана хирӗҫ шӑл хӑйратчӗҫ. |
| 17 |
| Эй Ҫӳлхуҫа! ҫакна хӑҫанччен пӑхса тӑрӑн-ши? Манӑн чунӑма вӗсен усаллӑхӗнчен ҫӑлсам, пӗртен-пӗррескерӗме ҫав арӑслансенчен хӑтарсам. |
| 18 |
| Сана аслӑ пухура аслӑласа тӑрӑп, Сана йышлӑ халӑх хушшинче мухтаса тӑрӑп. |
| 19 |
| Кӑлӑхах тапӑнакан тӑшманӑмсем мана ҫӗнтерсе ан савӑнайччӑр, мана айӑпсӑр ҫӗртенех курайман ҫынсем пӗр-пӗрне куҫ хӗссе ан тӑрайччӑр; |
| 20 |
| тӑнӑҫлӑх ҫинчен калаҫмаҫҫӗ вӗсем, ҫӗр ҫинче татуллӑ пурӑнакансем ҫинчен чее кавар тӑваҫҫӗ; |
| 21 |
| ҫӑварне карса, манран кулаҫҫӗ: «аван-ха ку, аван, куҫӑмӑр курчӗ ӗнтӗ» тееҫҫӗ. |
| 22 |
| Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ куртӑн, чӗнмесӗр ан тӑрсамччӗ; эй Ҫӳлхуҫа! пӑрахса ан кайсамччӗ мана. |
| 23 |
| Эй Турӑҫӑм, эй Ҫӳлхуҫамӑм! вӑран, мана сут тума ҫӗклен, манӑн тавӑҫа татса пар. |
| 24 |
| Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эй Туррӑм, Хӑвӑн тӳрӗлӗхӳпе сут ту мана, вӗсем ман тӗлӗшӗмрен ан савӑнайччӑр; |
| 25 |
| хӑйсен ӑшӗнче: «аван-ха ку! [аван!] ӗнтӗ кӑмӑлӑмӑр тулчӗ!» тесе ан шухӑшлайччӑр. «Хыпса ҫӑтрӑмӑр хайхине» тесе ан калайччӑр. |
| 26 |
| Манӑн хӗн-асапшӑн савӑнакансем пурте намӑсланччӑр, мӑшкӑл курччӑр; ман умра каппайланакансем хур курччӑр, ҫын кулли пулччӑр. |
| 27 |
| Эпӗ тӳрре тухасса ӗмӗтленекенсем савӑнччӑр, хӗпӗртеччӗр, ӗнтӗ пӗр вӗҫӗмсӗр: «Хӑй чурине канӑҫлӑх сунакан Ҫӳлхуҫа асла тухтӑр!» тесе тӑччӑр. |
| 28 |
| Манӑн чӗлхем те куллен-кун Санӑн тӳрӗлӗхӳ ҫинчен, Санӑн мухтавлӑху ҫинчен вӗрентӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/psalms/034.mp3
150
34