×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 35

1
Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Турӑ чури Давидӑн.
2
Йӗркесӗр ҫын усаллӑхӗ ҫинчен манӑн чӗрем ҫапла калать: вӑл Турӑран хӑрамасть, ҫавӑ ҫук ун умӗнче:
3
хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗсене шыранӑ пек пулса, вӗсене курайми пек пулса, хӑйне хӑй йӑпатать вӑл;
4
ҫӑварӗнчен тухан сӑмахӗ — суя та ултав; вӑл ырӑ тӑвасси ҫинчен шутламасть те;
5
выртан вырӑнӗ ҫинче те йӗркесӗр ӗҫ тӑвасси ҫинчен шухӑшлать, ырӑ мар ҫул ҫине тӑрать, усалтан йӗрӗнмест.
6
Эй Ҫӳлхуҫа! Санӑн ырӑлӑху тӳпене ҫитиех, Санӑн чӑнлӑху пӗлӗтсем таранах!
7
Санӑн тӳрӗлӗхӳ — Турӑ тӑвӗсем пек, Санӑн сутусем — тӗпсӗр шывсем пек! Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ этеме те, выльӑх-чӗрлӗхе те сыхӑ усратӑн!
8
Эй Турӑҫӑм, Санӑн ырӑлӑху мӗн тери паха! Этем ывӑлӗсем Санӑн ҫунату хӳттинче канлӗ пурӑнаҫҫӗ:
9
вӗсем Санӑн Ҫуртӑнти тулӑх апатпа тӑранаҫҫӗ, Эсӗ вӗсене Хӑвӑн сим пылу юхакан ҫырмаран ӗҫтеретӗн,
10
мӗншӗн тесессӗн Санра — чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗ; Санӑн ҫуттунта эпир ҫутӑ куратпӑр.
11
Хӑвна пӗлекенсене ырӑлӑхна, тӳрӗ чӗреллисене тӳрӗлӗхне кӑтартса тӑр,
12
ман ҫине мӑнаҫлӑх ури пусайминччӗ, ҫылӑхлӑ ҫын алли мана хӑваласа ярайминччӗ:
13
йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем ҫавӑнта ӳкрӗҫ, вӗсене ӳкернӗ, ӗнтӗ тӑраймаҫҫӗ. Мухтав:
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки