БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Усал ҫынсем тӗлӗшпе хӗрсе ан кай, йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем тӗлӗшпе ан тарӑх: |
| 2 |
| вӗсене кӗҫех курӑк пек ҫулса пӑрахӗҫ, вӗсем ешерекен ӳсентӑран пек шанса кайӗҫ. |
| 3 |
| Ҫӳлхуҫана шан, ырӑ ту; ҫӗр ҫинче пурӑн, чӑнлӑха упра. |
| 4 |
| Ҫӳлхуҫапа лӑплан, Вӑл санӑн чӗрӳ ӗмӗтне ҫитерӗ. |
| 5 |
| Хӑвӑн ҫулна Ҫӳлхуҫа аллине пар, Ӑна шан, Вӑл туса ҫитерӗ, |
| 6 |
| санӑн тӳрӗлӗхне ҫутӑ пек, санӑн тӗрӗслӗхне кӑнтӑр кунӗ пек кӑтартӗ. |
| 7 |
| Ҫӳлхуҫана пӑхӑн, Ӑна шанса пурӑн. Ултавҫӑ ҫыннӑн ҫулӗ ӑнса пынӑшӑн ан кӗвӗҫ. |
| 8 |
| Ҫилленме чарӑн, хаярлӑхна пӑрах; усал тумалӑхах ан тарӑх: |
| 9 |
| усал тӑвакансем тӗп пулӗҫ, Ҫӳлхуҫана шанакансем еткерлӗх ҫӗр илӗҫ. |
| 10 |
| Вӑраха та каймӗ — усал ҫын пулмӗ; вӑл тӑнӑ вырӑна пӑхӑн та — вӑл ҫук та. |
| 11 |
| Йӑвашшисем еткерлӗх ҫӗр илӗҫ, вӗсем тулли тӑнӑҫлӑхпа савӑнса пурӑнӗҫ. |
| 12 |
| Усал ҫын тӳрӗ ҫынна хирӗҫ усал шухӑш тытать, ӑна хирӗҫ шӑлне хӑйрать: |
| 13 |
| Ҫӳлхуҫа унран кулать, мӗншӗн тесессӗн унӑн кунӗ ҫывӑхарнине курса тӑрать. |
| 14 |
| Чухӑна, мӗскӗне пӗтермешкӗн, тӳрӗ ҫулпа пыракансене чиксе пӑрахмашкӑн усал ҫынсем хӗҫне кӑлараҫҫӗ, уххине карӑнтараҫҫӗ: |
| 15 |
| вӗсенӗн хӗҫӗсем хӑйсен чӗрисенех тӑрӑнӗҫ, уххисем арканӗҫ. |
| 16 |
| Тӳрӗ ҫыннӑн сахалли те — нумай-нумай усал ҫын мулӗнчен пахарах: |
| 17 |
| усал ҫынсенӗн вӑйӗ путланӗ, тӳрӗ ҫынсене вара Ҫӳлхуҫа тӗреклентерет. |
| 18 |
| Айӑпсӑр ҫынсенӗн кунӗсене Ҫӳлхуҫа пӗлсе тӑрать, вӗсенӗн пурлӑхӗ ӗмӗре пырӗ: |
| 19 |
| хаяр вӑхӑтра вӗсем намӑса юлмӗҫ, выҫлӑх ҫулсенче те тутӑ пулӗҫ; |
| 20 |
| усал ҫынсем путланӗҫ, Ҫӳлхуҫа тӑшманӗсем путек ҫӑвӗ пек ҫухалӗҫ, тӗтӗм ӑшӗнче ҫухалӗҫ. |
| 21 |
| Усал ҫын кивҫен илет те — тавӑрса памасть; тӳрӗ ҫын хӗрхенет те — парать. |
| 22 |
| Турӑ пилленисене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, Вӑл ылханнисене пӗтерӗҫ. |
| 23 |
| Тӳрӗ ҫыннӑн урине Ҫӳлхуҫа тӗреклӗлетет, унӑн ҫулӗ Турра кӑмӑллӑ: |
| 24 |
| вӑл ӳке пуҫласан та йӑванса каймӗ — Ҫӳлхуҫа ӑна аллинчен тытса тӑрать. |
| 25 |
| Эпӗ ҫамрӑкчӗ, ӗнтӗ ватӑлтӑм, тӳрӗ ҫынна пӑрахнине, унӑн ачисем ҫӑкӑр кӗлесе ҫӳренине курмарӑм: |
| 26 |
| вӑл куллен ырӑ тӑвать, кивҫен парать, унӑн йӑхӗ пиллӗхлӗ пулать. |
| 27 |
| Усал ӗҫрен пӑрӑн, ырӑ ту, вара ӗмӗр пурӑнӑн: |
| 28 |
| Ҫӳлхуҫа тӳрӗ сута юратать, Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисене пӑрахмасть; вӗсем ӗмӗрех сыхланса юлӗҫ; [йӗркесӗррисене кӑларса пӑрахӗҫ,] усал ҫынсенӗн йӑхӗ тӗп пулӗ. |
| 29 |
| Тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ. |
| 30 |
| Тӳрӗ ҫыннӑн чӗлхи-ҫӑварӗ ӑслӑ сӑмах калаҫать, унӑн чӗлхи чӑннине калать. |
| 31 |
| Хӑй Туррийӗн саккунӗ чӗринчех упранать; унӑн ури такӑнас ҫук. |
| 32 |
| Усал ҫын тӳрӗ ҫынна вӑрттӑн сыхласа ҫӳрет, ӑна вӗлерме май шырать; |
| 33 |
| анчах Ҫӳлхуҫа ӑна ун аллине памӗ, сут тунӑ чухне ӑна айӑпа хӑварттармӗ. |
| 34 |
| Ҫӳлхуҫана шан, Унӑн ҫулӗпе ҫӳре: ҫӗре еткерлӗхе памашкӑн Вӑл сана ҫӗклӗ; эсӗ усал ҫынсене пӗтернине курса тӑрӑн. |
| 35 |
| Эпӗ йӗркесӗр ҫынна, хӑрушӑскерне, курнӑччӗ, вӑл Ливан кедрӗ пекех мӑнаҫлӑн курӑнатчӗ; |
| 36 |
| анчах вӑл иртсе кайрӗ те, акӑ вӑл ҫук та; шыратӑп ӑна — тупаймастӑп. |
| 37 |
| Айӑпсӑр ҫынран вӗрен, тӳрӗ ҫын ҫине пӑх, ун пек ҫыннӑн пуласлӑхӗ — канлӗ пурӑнӑҫ; |
| 38 |
| йӗркесӗр ҫынсем вара пурте тӗп пулӗҫ; усал ҫынсенӗн пуласлӑхӗ путланӗ. |
| 39 |
| Тӳрӗ ҫынсен ҫӑлӑнӑҫӗ Ҫӳлхуҫаран килет, хӗн-асаплӑ вӑхӑтра вӗсен хӳтлӗхӗ — Турӑ; |
| 40 |
| Ҫӳлхуҫа вӗсене пулӑшӗ, вӗсене хӑтарӗ; усал ҫынсенчен хӑтарӗ вӗсене, ҫӑлӗ вӗсене, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Ӑна шанса тӑраҫҫӗ. Мухтав: |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/psalms/036.mp3
150
36