×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 37

1
Давид псаломӗ. [Шӑматкуна] асӑнса.
2
Эй Ҫӳлхуҫамӑм! хаярлӑхупах ан айӑпласам мана, ҫилленсех хаса ан парсам мана:
3
мана Санӑн ҫӗмренӳсем тӑрӑнчӗҫ, мана Санӑн аллу пусса тӑрать.
4
Эсӗ ҫилленнипе ӳтӗм-тирӗмре сурансӑр вырӑн юлмарӗ; ҫылӑхӑмсене пула шӑммӑмсем те канӑҫ мӗнне пӗлмеҫҫӗ:
5
ӗнтӗ ҫылӑхлӑ ӗҫӗмсем пуҫ тӳпинчен те иртсе кайрӗҫ, мана йывӑр ҫӗклем пек пусса тӑраҫҫӗ,
6
хамӑн ӑссӑрлӑхӑма пула суранӑмсем шӑршланса юхса тӑраҫҫӗ.
7
Пӗкӗрӗлсех кӗтӗм, хутлансах лартӑм, кунӗпе вӑйӑрханса ҫӳретӗп:
8
пилӗкӗме шӑтан-юхан тухса тулчӗ, ӳтӗм-тирӗмре сурансӑр вырӑн юлмарӗ.
9
Халран кайса ҫитрӗм, ытла та хавшарӑм; чӗрем тӗлкӗшнипе кӑшкӑрса макӑратӑп.
10
Эй Ҫӳлхуҫамӑм! пӗтӗм шухӑш-ӗмӗтӗм — Санӑн умӑнта, эпӗ ахлатни те Санран пытанмасӑр тӑмасть.
11
Чӗрем чӗтӗрет; вӑйӑм пӗтсе ҫитрӗ, куҫӑм ҫути — вӑл та пулин юлмарӗ.
12
Юлташӑмсем, варлӑ-туслӑ пулнисем те, ман чирӗмрен пӑрӑнчӗҫ, ҫывӑх ҫыннӑмсем аякра тӑраҫҫӗ.
13
Чунӑма шыракансем танатасем караҫҫӗ, мана усал сунакансем мана пӗтересси ҫинчен калаҫаҫҫӗ, кулленех мана пӗтерме каварлашаҫҫӗ;
14
эпӗ, хӑлхасӑр ҫын пек, илтместӗп, ҫӑварне уҫман чӗлхесӗр ҫын пек, чӗнместӗп;
15
эпӗ ӗнтӗ илтмен ҫын пек, хирӗҫ тавӑрса калайман ҫын пек тӑрса юлтӑм.
16
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ Сана шанатӑп; эй Ҫӳлхуҫамӑм, эй Туррӑм, Эсӗ мана илтӗн.
17
Эпӗ каларӑм: [тӑшманӑмсем] эпӗ пӗтнине курса ан савӑнайччӑр; ман ура такӑнсассӑн вӗсем ман умӑмра ан мухтанайччӑр, терӗм.
18
Эпӗ ӗнтӗ пӗтес патнех ҫитрӗм, асапӑм яланах хам умӑмра тӑрать.
19
Йӗркесӗр ӗҫӗме эпӗ пӗлетӗп, ҫылӑхӑм пирки ҫунатӑп.
20
Сӑлтавсӑрах манӑн тӑшман пулнисем вара пурӑнаҫҫӗ, тӗрекленеҫҫӗ, мана курайманнисем хушӑнсах пыраҫҫӗ;
21
мана ырӑшӑн усалпа тавӑракансем эпӗ ырӑ тума тӑрӑшнӑшӑн мана кураймасӑр тӑраҫҫӗ.
22
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эй Туррӑм, ан пӑрахсам мана! Пӑрахса ан кайсам мана;
23
эй Ҫӳлхуҫамӑм, эй Ҫӑлаканӑм, мана пулӑшма васкасам!
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки