×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 38

1
Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне, Идифуна. Давид псаломӗ.
2
Каларӑм: чӗлхемпе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе хамӑн ҫулсене астуса тӑрӑп; усал ҫын умӑмра тӑнӑ чухне чӗлхе-ҫӑварӑма чаруллӑ тытӑп, терӗм.
3
Чӗнми пултӑм, сасӑ та кӑлармарӑм, лайӑх пултӑр тесе нимӗн те шарламарӑм; ӗнтӗ манӑн асапӑм амаланчӗ.
4
Чӗреме ҫулӑм хыпса илчӗ; шухӑшӑмсене вут-ҫулӑм ярса илчӗ; ӗнтӗ калаҫма пуҫларӑм:
5
эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ хӑҫан вилессине тата миҫе кун юлнине каласамччӗ, манӑн ӗмӗрӗм тӑршшӗне пӗлесчӗ.
6
Акӑ Эсӗ мана шит тӑршшӗ кунсем патӑн, Санӑн умӑнта манӑн ӗмӗрӗм нимӗн те мар. Чӑнах, кирек хӑш этем те ҫил варкӑшӗ ҫеҫ-мӗн.
7
Чӑнах, этем ӗмӗлке пек ҫеҫ ҫӳрет-мӗн; кӑлӑхах шараҫланать вӑл, мул пухать, вӑл кама юласса хӑй те пӗлмест.
8
Эй Ҫӳлхуҫа, мӗн кӗтес ӗнтӗ манӑн? пӗр Сана ҫеҫ шанатӑп.
9
Мӗнпур йӗркесӗр ӗҫӗмрен хӑтарсам мана, ӑссӑр ҫын мӑшкӑлӗ ан тусам мана.
10
Эпӗ чӗнместӗп, ҫӑварӑма та уҫмастӑп, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ ҫапла турӑн.
11
Кӑтартас асапна сирсе ярсамччӗ манран; аллу хаярлӑхӗ тивнипе пӗтетӗп.
12
Эсӗ этеме усал ӗҫӗсемшӗн питлесе хаса парас пулсассӑн, унӑн илемӗ кӗве касса тӑкнӑ пек ҫухалӗ. Ҫапла, кирек хӑш этем те ҫил варкӑшӗ ҫеҫ-мӗн!
13
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, манӑн кӗллӗме илтсем, йӗрсе йӑлӑннине тӑнласам, эпӗ куҫҫулӗ тӑкнӑ чухне сасӑ памасӑр ан тӑрсам: хамӑн аттемсем пек, эпӗ Санӑн умӑнта — ҫулҫӳрен анчах, ютран килнӗ ҫын анчах.
14
Куҫӑнтан вӗҫертсем мана — ӗмӗрлӗхе кайиччен, вилсе ҫухаличчен кӑштах савӑнам эпӗ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки