×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 4

1
Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Хӗлӗхлӗ сӑпрайпа. Давид псаломӗ.
2
Эй тӳрӗлӗхӗмӗн Турри! Хӑвна тархасланӑ чухне илтсемччӗ мана! Йывӑр килнӗ чухне Эсӗ мана ҫӑмӑллӑх параттӑн. Хӗрхенсемччӗ мана, манӑн кӗллӗме илтсемччӗ.
3
Эй ар ывӑлӗсем! манӑн ятӑма хӑҫанччен таптӑр-ши эсир? хӑҫанччен ӑҫтиҫука савӑр-ши, ултав шырӑр-ши?
4
Пӗлсе тӑрӑр: Ҫӳлхуҫа Хӑй валли Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннине уйӑрса илчӗ; Ҫӳлхуҫана тархаслатӑп та — Вӑл мана илтет.
5
Ҫиллӗр килсен те ҫылӑха ан кӗрӗр: вырӑнӑр ҫине ҫывӑрма выртсассӑн ӑшӑрта шухӑшласа пӑхӑр та — лӑпланӑр;
6
тӳрӗлӗх парнийӗ кӳрӗр, Ҫӳлхуҫана шанса тӑрӑр.
7
Нумайӑшӗ: «кам пире ырӑлӑх кӑтартӗ?» тет. Эй Ҫӳлхуҫа, пире Хӑвӑн сӑну ҫутине кӑтартсам!
8
Вӗсем ҫӑкӑр, эрех [тата ҫу] хушӑннипе савӑнчӗҫ, манӑн чӗрене вара вӗсенчен те ытларах савӑнтартӑн.
9
Канлӗ выртатӑп та ҫывӑратӑп: эй Ҫӳлхуҫамӑм, пӗр Эсӗ анчах шанчӑклӑ усратӑн.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки