БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Давид псаломӗ. |
| 2 |
| Мӗскӗне, [чухӑна] асӗнче тытакан ҫын телейлӗ! Йывӑр кун килсессӗн Ҫӳлхуҫа ӑна хӑтарӗ. |
| 3 |
| Ҫӳлхуҫа ӑна сыхлӗ, пурӑнӑҫне упраса хӑварӗ; вӑл ҫӗр ҫинче телейлӗ пулӗ. Эсӗ ӑна тӑшманӗсен аллине памӑн. |
| 4 |
| Ҫӳлхуҫа ӑна чирлӗ выртакан вырӑнӗ ҫинче самайлатӗ. Вӑл чирлӗ выртакан вырӑна Эсӗ пӗтӗмпех улӑштарӑн. |
| 5 |
| Эпӗ каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа! хӗрхенсем мана, чунӑма сыватсам: эпӗ Сан умӑнта ҫылӑха кӗтӗм, терӗм. |
| 6 |
| Тӑшманӑмсем ман ҫинчен усал калаҫаҫҫӗ: «хӑҫан вилӗ-ши ку, ячӗ хӑҫан ҫухалӗ-ши?» теҫҫӗ. |
| 7 |
| Мана курма килекен суеҫтерсе пуплет; чӗри унӑн элек тӗвӗлет, тухса каять те — ҫисе ҫӳрет. |
| 8 |
| Мана курайманнисем пурте ман ҫинчен пӑшӑлтатаҫҫӗ, мана усал тума каварлашаҫҫӗ: |
| 9 |
| «хура ылхан ҫитрӗ ӑна; ураран ӳкрӗ; тӑрас ҫук ӗнтӗ» теҫҫӗ. |
| 10 |
| Варлӑ пурӑннӑ тусӑмах, хам шанса тӑниех, ман ҫӑкӑра ҫинӗ ҫынах мана хирӗҫ урине ҫӗклерӗ. |
| 11 |
| Эсӗ вара, Ҫӳлхуҫамӑм, хӗрхенсем мана, сыватса тӑратсам мана — вӗсене тавӑрам. |
| 12 |
| Тӑшманӑм хама ҫӗнтерейменнине курсассӑн, Эсӗ мана кӑмӑл тунине ӑнласа илӗп, |
| 13 |
| Эсӗ мана тӗрӗс-тӗкел упраса хӑварӑн, ӗмӗрлӗхе Хӑвӑн умна тӑратӑн. |
| 14 |
| Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ӗмӗртен ӗмӗре мухтавлӑ! Аминь, аминь! |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/psalms/040.mp3
150
40