БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Вӗрентсе калани. Корей ывӑлӗсенӗн. |
| 2 |
| Эй Турӑҫӑм! шывсӑр антӑхнӑ айпӑлан епле юхӑм патне ӑнтӑлать, манӑн чунӑм та ҫапла Сан патна ӑнтӑлать. |
| 3 |
| Манӑн чунӑм Турӑшӑн, чӗрӗ Турӑшӑн ҫунать: хӑҫан ҫитӗп-ши, хӑҫан Турӑ сӑнне курӑп-ши? |
| 4 |
| Мана кунсеренех: «санӑн Турру ӑҫта?» тенӗ чухне кӑнтӑрла та, ҫӗрле те куҫҫулӗ манӑн ҫӑкӑрӑм пулчӗ. |
| 5 |
| Ҫакна аса илсе чунӑма уҫса паратӑп: эпӗ йышлӑ халӑх хушшинче ҫӳреттӗм, уяв тӑвакан халӑхпа савӑнса, Турра аслӑласа Турӑ Ҫуртне пырса кӗреттӗм. |
| 6 |
| Ах, чунӑм, мӗншӗн кулянатӑн, мӗншӗн пӑлханатӑн? Турра шан: эпӗ Ӑна — Ҫӑлаканӑма, Туррӑма — татах та мухтӑп-ха. |
| 7 |
| Ӑшӑмра чунӑм кулянать; ҫавӑнпа Иордан ҫӗрӗнче, Ермон ҫинче, Цоар тӑвӗ ҫинче, Сана аса илетӗп. |
| 8 |
| Санӑн кӗрленкӳсен шавӗпе тӗпсӗр шыв каплана-каплана анать; Санӑн мӗнпур шывусем, Санӑн хумусем ман ҫийӗмрен иртрӗҫ. |
| 9 |
| Ҫӳлхуҫа мана кӑнтӑрла Хӑй ырӑлӑхне кӑтартӗ, ҫӗрле эпӗ Ӑна тав туса юрлӑп, пурӑнӑҫӑмӑн Туррине кӗлтӑвӑп. |
| 10 |
| Турра, хута кӗрекенӗме, ҫапла калӑп: мӗншӗн мантӑн-ши мана? Тӑшман мӑшкӑлланӑ чухне мӗншӗн хуйхӑрса ҫӳретӗп-ши эпӗ? |
| 11 |
| Тӑшманӑмсем мана кунсерен: «санӑн Турру ӑҫта?» тесе, шӑммӑмсене ватиччен хӑртаҫҫӗ, манран кулаҫҫӗ. |
| 12 |
| Ах, чунӑм, мӗншӗн кулянатӑн, мӗншӗн пӑлханатӑн? Турра шан: эпӗ Ӑна — Ҫӑлаканӑма, Туррӑма — татах та мухтӑп-ха. |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/psalms/041.mp3
150
41