×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 43

1
Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Вӗрентсе калани. Корей ывӑлӗсенӗн.
2
Эй Турӑ, эпир хамӑр хӑлхапа хамӑр илтрӗмӗр, Эсӗ авалхи кунсенче, аттемӗрсен вӑхӑтӗнче, тунӑ ӗҫ ҫинчен аттемӗрсем пире кала-кала паратчӗҫ:
3
Хӑвӑн аллупа Эсӗ халӑхсене пӗтернӗ, аттемӗрсене вара вырӑнаҫтарнӑ; ют ӑрусене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӗсене вара вырӑнаҫтарса тухнӑ:
4
ҫав ҫӗре аттемӗрсем хӗҫпе ҫӗнтерсе илмен, вӗсене хӑйсен вӑйӗ ҫӑлман — Санӑн сылтӑм аллу, Санӑн вӑю, Сан сӑнун ҫутийӗ ҫӑлнӑ вӗсене, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ вӗсене кӑмӑлланӑ.
5
Эй Турӑ, Эсӗ, шӑпах Эсӗ — манӑн Патшамӑм, Эсӗ — Иакова ҫӑлӑнӑҫ параканӗ.
6
Санпа пӗрле хамӑр тӑшмансене мӑйракапа сӗксе ӳкерӗпӗр, хамӑра тапӑнакансене Санӑн ятушӑн урапа таптӑпӑр:
7
эпӗ хамӑн уххӑма шанмастӑп, хӗҫӗм те ҫӑлас ҫук мана;
8
хамӑр тӑшмансенчен пире Эсӗ ҫӑлӑн, пире курайманнисене намӑса хӑварӑн.
9
Куллен-кун Турӑпа мухтанӑпӑр, Санӑн ятна ӗмӗр аслӑласа пурӑнӑпӑр.
10
Анчах халӗ Эсӗ пире пӑрахрӑн, пире намӑса хӑвартӑн, пирӗн ҫарсемпе пӗрле тухмастӑн;
11
Эсӗ пире тӑшмансенчен каялла тартрӑн, пире хамӑра курайманнисем ҫаратаҫҫӗ;
12
Эсӗ пире пусса ҫимелли сурӑхсем вырӑнне патӑн, пире тӗрлӗ халӑх хушшине салатрӑн;
13
Эсӗ Хӑвӑн халӑхна ытла та йӳне сутрӑн, унӑн хакӗнчен тупӑш илмерӗн;
14
пире кӳршӗ халӑхсен мӑшкӑлӗ турӑн, хамӑр таврара пурӑнакансенӗн кулли турӑн;
15
Эсӗ пире халӑхсем хушшинче ҫын кулли турӑн, ют ӑрусем хушшинче пуҫ сулласа хурламалли турӑн.
16
Хам намӑса юлни яланах умӑмра тӑрать, хама хӑртакансен, мӑшкӑллакансен сассинчен, тӑшмансем, тавӑракан ҫынсем пӑхса тӑнӑран питӗме намӑс хуплать:
17
18
ҫакӑ пӗтӗмпе пирӗн ҫине йӑтӑнса анчӗ, ҫавах эпир Сана манмарӑмӑр, Санӑн халална пӑсмарӑмӑр.
19
Эсӗ пире шакалсен ҫӗрӗнче ҫӗмӗрсе тӑкнӑ чухне, пире вилӗм ӗмӗлкипе хупӑрланӑ чухне пирӗн чӗре каялла чакмарӗ, пирӗн урасем Санӑн ҫулунтан пӑрӑнмарӗҫ.
20
21
Эпир Туррӑмӑр ятне маннӑ пулсассӑн, аллӑмӑра ют турӑ енне тӑснӑ пулсассӑн,
22
Турӑ ҫакна асӑрхаман пулӗччӗ-и вара? — Вӑл чӗре вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлет-ҫке.
23
Анчах пире кунсерен Саншӑн вӗлереҫҫӗ, пире пусас сурӑхсем вырӑнне хураҫҫӗ.
24
Эй Ҫӳлхуҫа, тӑр! мӗншӗн ҫывӑратӑн, вӑран, яланлӑхах ан пӑрах пире.
25
Мӗншӗн сӑнна кӑтартмасӑр тӑратӑн-ши? мӗншӗн эпир куляннине, асапланнине манатӑн-ши?
26
Пирӗн чуна пылчӑк ҫинех пӑрахрӗҫ, пирӗн ӳт ҫӗр ҫумнех ҫыпӑҫӑнчӗ.
27
Эй Турӑ, тӑрса пулӑшсамччӗ пире, хӗрхенекен кӑмӑлушӑн ҫӑлсамччӗ пире.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки