×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 45

1
Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Корей ывӑлӗсенӗн. Аламоф теекен сӑпрайпа. Юрӑ.
2
Турӑ — пирӗн тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӗмӗр, вӑй-хӑватӑмӑр, хӗн-инкекре пулӑшаканӗ,
3
ҫавӑнпа эпир ҫӗр кисренсе каяс пулсассӑн та, тусем тинӗс варрине ӳкес пулсассӑн та хӑрамӑпӑр.
4
Тинӗс шывӗ шавлатӑр, ҫӗклене-ҫӗклене кайтӑр, вӑл хумханнипе тусем чӗтӗреччӗр — эпир хӑрамӑпӑр.
5
Турӑ хулине, Ҫӳлти Туррӑн сӑваплӑ килне, юхса выртан шывсем савӑнтараҫҫӗ.
6
Турӑ — ҫак хулара; вӑл ҫирӗп тӑрӗ: ӑна Турӑ иртенпех пулӑшса пырӗ.
7
Халӑхсем шавлаҫҫӗ; патшалӑхсем тапранчӗҫ: [Ҫӳлти Турӑ] сасӑ пачӗ те — ҫӗр ирӗлсе кайрӗ.
8
Пирӗнпе пӗрле — ҫӳлти ҫарсенӗн Ҫӳлхуҫи, пирӗн хута кӗрекенӗ — Иаков Турри.
9
Килӗр, Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсене курӑр — Вӑл ҫӗр ҫинче епле тустарса тухрӗ:
10
вӑрҫа ҫӗр чиккине ҫитиех чарса ухӑсене аркатрӗ, сӑнӑсене хуҫса ывӑтрӗ, вӑрҫӑ ураписене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ячӗ.
11
«Чарӑнӑр, Эпӗ Турӑ иккенне ӑнласа илӗр: халӑхсем хушшинче асла тухатӑп, ҫӗр ҫинче асла тухатӑп».
12
Пирӗнпе пӗрле — ҫӳлти ҫарсенӗн Турри, Иаков Турри — пирӗн хута кӗрекенӗ. Мухтав:
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки