БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Корей ывӑлӗсенӗн. Псалом. |
| 2 |
| Эй халӑхсем, пурсӑр та алӑ ҫупӑр, савӑнӑҫлӑ сасӑпа кӑшкӑра-кӑшкӑра илӗр, Турра мухтӑр: |
| 3 |
| Ҫӳлти Турӑ, Ҫӳлхуҫамӑр, хӑрушӑ — пӗтӗм ҫӗрӗн аслӑ Патши Вӑл; |
| 4 |
| халӑхсене пире пӑхӑнтарчӗ, ӑрусене пирӗн ура айне турӗ; |
| 5 |
| пире хамӑрӑн еткерлӗхе — Хӑй юратакан Иаковӑн илемне — суйласа пачӗ. |
| 6 |
| Турӑ Хӑйне мухтакансем хӗпӗртесе кӑшкӑрса тӑнӑ чухне ҫӳле ҫӗкленчӗ, трупасем кӑшкӑртса тӑнӑ чухне Ҫӳлхуҫа ҫӳле ҫӗкленчӗ. |
| 7 |
| Юрлӑр, Туррӑмӑра мухтаса юрлӑр; юрлӑр, Патшамӑра мухтаса юрлӑр: |
| 8 |
| Турӑ — пӗтӗм ҫӗрӗн Патши; ӑстайлӑн та килӗшӳллӗн юрлӑр. |
| 9 |
| Турӑ халӑхсенӗн патши пулчӗ, Турӑ Хӑйӗн сӑваплӑ аслӑ пуканӗ ҫине ларчӗ; |
| 10 |
| халӑхсенӗн пуҫлӑхӗсем Авраам Турри патне пухӑнчӗҫ: вӗсем те, ҫӗр хулканӗсем, — Туррӑн; Вӑл вӗсенчен ҫӳле ҫӗкленчӗ. |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/psalms/046.mp3
150
46