×

БИБЛИ 2009

Псалтирь 47

1
Юрӑ. Псалом. Корей ывӑлӗсенӗн.
2
Ҫӳлхуҫа аслӑ, Туррӑмӑрӑн хулинче, Хӑйӗн сӑваплӑ тӑвӗ ҫинче, Вӑл питех те мухтавлӑ.
3
Сион тӑвӗ — ытарайми сӑртанкӑ, пӗтӗм ҫӗр савӑнӑҫӗ; вӑл — инҫетре ҫурҫӗр енче, вӑл — аслӑ Патшанӑн хули.
4
Унти ҫуртсенче Турра хута кӗрекенӗ тесе хисеплеҫҫӗ:
5
акӑ патшасем пӗрле пухӑнчӗҫ — вӗсем пӗрле тапӑнасшӑн;
6
анчах курчӗҫ те — тӗлӗнсе кайрӗҫ, аптӑраса ӳкрӗҫ те — каялла тарчӗҫ;
7
вӗсем унта шуйхансах ӳкрӗҫ, ача ҫуратакан арӑм пек асапланчӗҫ;
8
Эсӗ Фарсис карапӗсене тухӑҫ ҫилӗпе аркатнӑ чухнехи пек сехӗрленчӗҫ.
9
Унччен хамӑр мӗн илтнине ҫӳлти ҫарсенӗн Ҫӳлхуҫи хулинче, хамӑр Туррӑмӑр хулинче, куртӑмӑр: Турӑ ӑна ӗмӗрлӗхе тӗреклӗ тӑвӗ.
10
Эй Турӑ, эпир Санӑн Керменӳнте Санӑн ырӑлӑху ҫинчен шухӑшларӑмӑр.
11
Эй Турӑ, Санӑн яту та, Санӑн мухтаву та ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитиех; Санӑн сылтӑм аллунта туп-тулли тӳрӗлӗх.
12
[Эй Ҫӳлхуҫа,] Санӑн сутусемшӗн Сион тӑвӗ савӑнтӑр, Иудея хӗрӗсем хавасланччӑр.
13
Сион тавра кайӑр, йӗри-тавра ҫаврӑнӑр, унӑн пашнисене шутласа тухӑр;
14
килес ӑрӑва каласа кӑтартмашкӑн унӑн тӗрекӗсене тӗсесе пӑхӑр, керменӗсене тишкерӗр:
15
ҫак Турӑ — ӗмӗр-ӗмӗрлӗхе пирӗн Турӑ: Вӑл ӗмӗрлӗхех пирӗн ҫулпуҫӗ пулӗ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки