БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Турӑсенӗн Турри, Ҫӳлхуҫа калаҫма пуҫларӗ, пӗтӗм ҫӗре — хӗвелтухӑҫӗнчен пуҫласа анӑҫа ҫитиччен — йыхӑрать. |
| 2 |
| Сион тӑвӗ ҫинчен, чӑн илем ҫинчен, Турӑ ҫуталать, |
| 3 |
| пирӗн Турӑ килет, шӑппӑн килмест Вӑл: Унӑн умӗнче — ҫунтарса яракан вут-ҫулӑм, Унӑн тавра — кӑра ҫил-тӑвӑл. |
| 4 |
| Хӑйӗн халӑхне сут тумашкӑн Вӑл ҫӳлтен тӳпене, ҫӗре чӗнет: |
| 5 |
| «Ман патӑма Хамӑн сӑваплӑ ҫыннӑмсене — парне кӳрсе Манпа халал хывнӑ ҫыннӑмсене — пуҫтарӑр». |
| 6 |
| Тӳпе Унӑн тӳрӗлӗхне пӗлтерӗ: сут тӑваканни — Турӑ. |
| 7 |
| «Эй халӑхӑм, итле — Эпӗ калаҫатӑп; эй Израиль! Эпӗ сана хирӗҫ кӳнтелетӗп: Эпӗ — Турӑ, Санӑн Турру. |
| 8 |
| Сана парнӳсемшӗн ӳпкелемӗп; пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнӳсем яланах Ман умӑмра; |
| 9 |
| санӑн килӗнти пӑрӑву та, картусенчи качакусем те кирлӗ мар Мана: |
| 10 |
| вӑрманти пур тискер кайӑк та, пин-пин ту ҫинчи выльӑх та — Манӑн, |
| 11 |
| тусем ҫинчи пур вӗҫен кайӑка та пӗлетӗп, хирти выльӑх та Манӑнах. |
| 12 |
| Ҫиессӗм килес пулсан та сана калассӑм ҫук, мӗншӗн тесессӗн тӗнче те, унти пӗтӗм пурлӑх та — Хамӑн. |
| 13 |
| Эпӗ вӑкӑр ашӗ ҫиетӗп-и, качака юнӗ ӗҫетӗп-и? |
| 14 |
| Турра мухтав парнийӗ кӳр, Ҫӳлти Турӑ умӗнче сӑмах панине пурӑнӑҫа килтер, |
| 15 |
| асаплӑ кунунта Мана чӗн; Эпӗ сана хӑтарӑп, эсӗ Мана аслӑласа мухтӑн». |
| 16 |
| Ҫылӑхлӑ ҫынна Турӑ ҫапла калать: «мӗн эсӗ Манӑн йӗркемсене вӗрентсе ҫӳретӗн, Манӑн халалӑм ҫинчен калаҫатӑн? |
| 17 |
| ху вара Эпӗ вӗрентнине кураймастӑн, Ман сӑмахӑмсене хыҫна пӑрахатӑн; |
| 18 |
| вӑрра курсассӑн, унпа килӗштеретӗн, аскӑн ҫынсемпе хутшӑнатӑн; |
| 19 |
| ҫӑварна усал сӑмах калаҫма каратӑн, чӗлхӳ ултавлӑ хавха тӗвӗлет; |
| 20 |
| тӑванна ҫисе калаҫса ларатӑн, аннӳ ывӑлӗ ҫинчен элек саратӑн; |
| 21 |
| ҫавӑн пек турӑн эсӗ, Эпӗ чӗнмен пулсассӑн эсӗ Мана ху пек тесе шухӑшлаттӑн. Тӑрӑ шыв ҫине кӑларӑп сана, [ҫылӑхусене] куҫу умне тӑратӑп. |
| 22 |
| Эй Турра манакансем, ӑнласа илӗр ҫакна, Манӑн сире пӗтерсе тӑкмалла ан пултӑр — хӑтаракан пулмӗ. |
| 23 |
| Мана кам мухтав парнийӗ кӳрет, Мана ҫавӑ хисеплет, кам хӑй ҫул-йӗрне астуса пырать, ҫавна Эпӗ Турӑ ҫӑлнине кӑтартӑп» тет. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/psalms/049.mp3
150
49